Комментари хушас

20 Çурла, 2017

Юнпа, чунпа çывăх халăхсен фестивалĕ иртет

Хальхи вăхăтра тĕнчере тĕрĕк чĕлхипе 164 миллион çын калаçать. Камсем-ха вĕсем? Турккăсем, азербайджансем, казахсем, кăркăссем, туркменсем, узбексем, каракалпаксем, уйгурсем, тутурсем, пушкăртсем, чăвашсем, кумыксем, хакассем, якутсем тата ыттисем.

Раççей халăх пултарулăхĕн патшалăх çурчĕн Раççейри халăхсен культура центрĕн, Раççей Культура министерствин пуçарĕвĕпе тата Шупашкар хула администрацийĕпе ЧР Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарта «Раççей тĕрĕкĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивальне ирттерчĕç. Вăл шăпах Хула кунĕ умĕн çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçăлчĕ. Мĕнпе асра юлĕ-ха вăл Шупашкарсемшĕн? Парксенче, урамсенче, концерт лапамĕсенче тĕрĕксен ремеслипе, наци çи-пуçĕпе, йăли-йĕркипе, кĕрешĕвĕпе паллаштаракан хĕвел тухăç ярмăрккисем ĕçлеççĕ. Наци музейĕн Чăваш тĕрри филиалĕнче паян «Тĕрĕк халăхĕсен Раççейĕн нумай культура хутлăхĕнчи йăла-йĕрке культури» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта тĕрлĕ регионтан килсе çитнĕ ăсчахсемпе танах пирĕн чĕлхеçĕсем, йăла-йĕрке ăстисем те хутшăнчĕç.

Владимир ЗОРИН, РФ Президенчĕн Нацисен хушшинчи хутшăнусем енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн членĕ:

- Асăннă çавра сĕтел пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Пĕрремĕшĕнчен, вăл Раççей общкствине çирĕплетме пулăшать, иккĕмĕшĕнчен, тĕрĕк халăхĕсен культурипе çывăхланма май парать.

Мери РУСАНОВА, Раççей халăх пултарулăх çурчĕн халăхсен культурин уентрĕн директорĕн пĕрремĕш заместителĕ:

- Кунашкал проет Чăваш Енре пĕрремĕш хут пурнăçланать, Раççейре вара - çулленех. Шупашкар çыннисем тĕрĕк халăхĕсен культурипе паллашрĕç. Специалистсем, ăсчахсем, наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем умра тăракан çивĕч ыйтусене те сÿтсе яврĕç. 

 

 

Рубрика: 
Теги: