Комментари хушас

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькассинчи Еремеевсен тăватă ывăлĕ те фронта кайнă, тăшманпа вĕсем тĕрлĕ çĕрте çапăçнă. Телее, пурте тăван тăрăха таврăннă. «Пирĕн асанне Варвара Кузьминична Турра хытă ĕненекен хĕрарăм пулнă. Вĕсен килĕнче ĕлĕкхи чаплă турăшсем упраннă. Асанне ывăлĕсем чĕрĕ-сывă таврăнччăр тесе Турра нумай кĕлĕ тунă. Тăвансене çакă пулăшнă пулĕ», — каласа кăтартать Шупашкарти Çеçпĕл Мишшин музейĕн ĕçченĕ Галина Еремеева.

Никама та çăмăл пулман

Унăн ашшĕ Капитон Лукич çемьере чи кĕçĕнни пулнă. 1916 çулта çуралнăскер колхозра ĕçленĕ. 25-ри арçынна вăрçă пуçлансан тепĕр эрнеренех фронта илсе кайнă. «Вĕсене Чулхулара пуçтарнă, унтан Крым çурутравне илсе кайнă. Атте унта питĕ хаяр тытăçусем пулни çинчен каласа кăтартатчĕ. Крыма ирĕке кăларнă хыççăн Сталинград çапăçăвне хутшăннă. Унтан Ленинграда хÿтĕленĕ. Çĕнтерÿ кунне Кенигсбергра /халĕ Калининградра/ кĕтсе илнĕ. Атте связист, разведчик пулнă. Заданисене янă чухне вĕсене ятарласа пулă çитернĕ. Ăна çисен питĕ вăйлă ĕçес килет вĕт, ăш хыпнине шывпа ирттерсе ярсан кайран чылай вăхăт ĕçес килмест. Разведкăна кайсан ĕçес килнипе ан нушаланччăр тесе пулă çитернĕ. Хĕллехи вăхăтра урине портянка çийĕн чĕркемешкĕн хаçат панине калатчĕ атте: вăл сивĕ ямасть тата ăшша тула кăлармасть. Çывăх çыннăм хушăран икшер кун юр ăшĕнче выртнине аса илетчĕ. Мĕн хушнине пурнăçламашкăн меллĕ саманта кĕтнĕ ĕнтĕ. Кĕркунне, юрпа хутăш çумăр çунă чухне, пăр ларайман вăхăтра шыв урлă ишсе каçнине, тумтирĕ хăйсем çинчех типнине асран кăлараймастчĕ, тăшмансем ан асăрхаччăр тесе кăвайт та чĕртме юраман, — калаçăва тăсать Галина Капитоновна. — Пĕррехинче çапла аттепе юлташĕ татăлнă çыхăнăва йĕркене кĕртсе таврăнсан тусĕ ăна çĕр пÿрте кĕрсе канма сĕннĕ. Атте махорка туртам-ха тесе тунката çине ларса юлнă, тепĕр связист вара канма кĕнĕ. Сасартăк тÿпере тăшман самолечĕ курăннă, вăл бомба пăрахма пуçланă. Паллах, çĕр пÿртрен нимĕн те юлман. Аттене вара взрыв вăхăтĕнче контузи пулнă. Пуçĕ хытах аманнăскерĕн госпитальте сипленме тивнĕ. Унтан ăна сывалса çиттĕр тесе киле янă. Атте çав хушăра çур çул колхоз председателĕнче тăрăшнă. Кайран хăйĕн чаçнех кайнă. Хаяр та тертлĕ çав çулсем пирки аса илме тытăнсанах аттен куçĕ шывланатчĕ. Çăмăл пулман вĕсене фронтра».

Капитон Еремеев ефрейтора Кенигсбергшăн пынă çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, линейнăй пулнă май татăлнă 93 вырăна сыпса çыхăнупа тивĕçтернĕшĕн «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Ăна çавăн пекех I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» тата ытти медаль парса чысланă.

Еремеевсем

Галина Еремеева ашшĕн пиччĕшĕсен вăрçăри çулне те аса илчĕ. Петр Лукич вăрçăччен Ленинградри опера театрĕн хорĕнче юрланă. Вăл «Малая земля» текен вырăнта çапăçнă. Урине хытах амантнă старшина кайран та уксахланă. Çакăн хыççăн вăл ывăлне илсе Тралькассине таврăннă, колхозра сад ăстинче тăрăшнă. Кирилл Лукича вăрçăн пĕрремĕш кунхинех фронта илсе кайнă. Санитари чаçĕнче водитель пулнăскер аманнă салтаксене çапăçу хирĕсенчен илсе тухнă. Темĕнле кăткăс лару-тăрăва та лекнĕ ейфрейтор, çапах пĕрре те суранланман. Берлина çитнĕ, рейхстаг стени çине хăйĕн хушаматне çырнă. Андрей Лукич Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хаçатра ĕçленĕ. Вăрçăра политрук пулнă. Çĕнтерĕве Бакура кĕтсе илнĕ. Тралькассине 1947 çулта çеç çаврăнса çитнĕ. Амăшĕ, паллах, ывăлĕсем тăван киле сывă таврăннăшăн савăннă.

Капитон Лукич вăрçă хыççăн пĕр хушă колхоз председателĕнче тăрăшнă. Специалистсем килсен бригадира куçнă. Капитон мăшăрĕпе Ольгăпа 6 ачана кун çути парнеленĕ, арçыннăн пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ывăлне те ыттисенчен уйăрман, лайăх пăхнă. Савăнса çеç пурăнмалла пек те… Шел, 1961 çулта пысăк инкек пулнă: кÿршĕре пурăнакан хĕрарăм валли вăрмантан пуралăх йывăç илсе килнĕ чухне руль умĕнче ларакан çамрăк çын çывăрса кайнă та трактор тÿннĕ, çапла виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутрах — Ольгăн та. 6 ача амăшне пытарма тивнĕ. Ашшĕ тепре авланнă, çапла вара Варвара Дмитриевна тăлăхсене тăван ачисем пек юратса ÿстернĕ.

«Ăна эпир анне тесех чĕнтĕмĕр. Сăпайлă та кăмăллăскер пире ĕçлеме вĕрентрĕ, тирпейлĕхе хăнăхтарчĕ. Аттепе сурăх ферминче тăрăшса ĕçлерĕç вĕсем, яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Атте вăрçăран суранланса таврăннă пулин те 89 çула çитиччен пурăнчĕ. Иккĕмĕш анне ăна питĕ лайăх пăхрĕ, çавăнпа ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ ахăртнех. Анне хăй те 90 çула 11 кун çеç пурăнса çитеймерĕ. Шел, аттен наградисене упрама пĕлмен. Вĕсемпе атте ирĕк панипе тетте вырăнне выляттăмăр», — хаш сывларĕ Галина Капитоновна. Ашшĕ ачисене питĕ юратнă. Хĕлле вăрмана ĕçлеме кайнă чухне пĕрле илнĕ çăкăрне те çисе яман вăл. Киле çитсен шăннăскере ачисем туртса кăларсан: «Сире кăна мулкач парса ячĕ», — тенĕ. Эх, савăннă та пĕчĕкскерсем: вĕсене вăрмантан мулкач çăкăр парса янă-çке, çавăнпах вăл питĕ тутлă пек туйăннă.

Вăл пĕртăван Еремеевсем питĕ туслă пулнине те палăртрĕ: «Атте кĕçĕнни пулнă май эпир асаттен ашшĕ лартнă тĕп çуртра пурăнтăмăр. Унăн пĕренисем питĕ пысăкчĕ, юхтарман хыртанччĕ. Пахчара çăкасем пурччĕ, вĕсен айне сĕтел вырнаçтарнăччĕ. Аттен пиччĕшĕсем килетчĕç те пурте пĕрле çав сĕтел хушшине ларса калаçатчĕç. Унтан юрлама тытăнатчĕç. Петĕр мучи, хор артисчĕ пулнăскер, юрă пуçлатчĕ те ыттисем те хутшăнатчĕç. Питĕ хитреччĕ! Хĕрарăмсем арçынсемпе пĕрле юрламастчĕç, итлесе çеç ларатчĕç». Малалла вулас...

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.