Комментари хушас

17 Çурла, 2017

«Ача тĕрмене лекни — пысăк инкек»

Тĕрме... Куç умне тÿрех решетке чÿречеллĕ çурт, йĕплĕ пралук, савăнăç мĕнне тахçанах маннă сăнсем тухса тăраççĕ. Унта никам та хăйĕн ирĕкĕпе каймасть. Чылай чухне йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ çын никама кирлĕ мар пулса тăрать, унччен йăпăлтатса калаçнă тус-юлташĕ таçта çухалать, тăванĕсем те хутшăнма пăрахаççĕ. Уйрăмах хĕрарăма йывăр килет-тĕр, мĕншĕн тесен унăн ачисенчен, мăшăрĕнчен уйрăлма тивет. Улатăрти хĕрарăмсен пĕтĕмĕшле режимлă 2-мĕш колонире çулсеренех уçă алăксен кунĕ иртет. Ун чухне айăпланнă çынсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем килеççĕ, темиçе сехете тăсăлакан концертпа киленеççĕ. Çак кун айăпланнисемшĕн те, колони ĕçченĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Хĕрарăмсем çулталăк тăршшĕпех юрă-ташă хатĕрлеççĕ, костюмсем çĕлеççĕ, сăвă-юптару вĕренеççĕ. Хăйсене лайăх тытма тăрăшаççĕ, ĕç планне тултарма ăнтăлаççĕ: унсăрăн вĕсем тăванĕсемпе курнăçаймĕç-çке.

Вырăн таврашĕ шап-шурă

Колонире — 600 ытла хĕрарăм. Чи асли 70 çул урлă каçнă. Кунта саккуна пĕрремĕш хут пăсакансене кăна ăсатаççĕ. Шел те, ытларахăшĕ — çамрăк. Колони ĕçченĕсем айăпланнисене тÿрех общество ĕçне явăçтарма тăрăшаççĕ. Кунта тĕрлĕ кружок йĕркеленнĕ. Çавăн пекех колонире шкул /унта 12 класс\, професси училищи ĕçлет. Унта повар, çĕвĕç, çĕвĕ оборудованийĕн операторĕн специальноçĕсене алла илме пултараççĕ. Хĕрарăмсем çĕвĕ фабрикинче вăй хураççĕ. Куншăн вĕсене шалу тÿлеççĕ.

Уçă алăксен кунĕнче айăпланнисем мĕнле пурăннине курма май пулчĕ: общежитире, училище çуртĕнче, храмра пултăмăр. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Общежитири краватьсем çинче вырăн таврашĕ шап-шурă. Тумбочкăсем çинче чечек ларать. Общежитире акт залĕ, спортпа гардероб пÿлĕмĕсем те пур. Стенана Раççейре — Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата ре-спубликăри паллă çынсене халалласа ÿкернĕ плакатсемпе капăрлатнă. Колони территорийĕнче футболла, волейболла вылямалли, кану лапамĕсем йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем чечексем акнă, саксем вырнаçтарнă. Цементран ăсталанă кÿлепе те нумай, вĕсенчен пĕри — икĕ пысăк аист. Ку — колони символĕ. «Пирĕнтен кашниех ирĕклĕх пирки ĕмĕтленет», — ăнлантарчĕç айăпланнисем.

Хĕрарăмсем мероприятие чăннипех те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем тĕрлĕ халăх ташшине ташларĕç, хăйсем ÿкернĕ тата хатĕрленĕ картинăсемпе кÿлепесен куравне йĕркеленĕ. Концерта пурте хутшăнман, хăшĕ- пĕри ăна общежити чÿречинчен сăнарĕ.

Савнине пулăшас тесе наркотик сутнă

Колонири хĕрарăмсенчен нумайăшĕ наркотик тутаннăшăн, ăна сарнăшăн е сутнăшăн ларать. Вăрăм хура çÿçлĕ, яштака пÿллĕ Юлия Х.-на унашкал çын теме чĕлхе çаврăнмасть. Вăл кунта лекнĕренпе икĕ çул çитнĕ ĕнтĕ. Унăн колонире 4 çул çурă лармалла. Ăна наркотик сутнăшăн айăпланă. «Кунта лекни — пурнăçри чи пысăк йăнăш. Манăн спортра çитĕнÿсем тумаллаччĕ, атте-аннене савăнтармаллаччĕ. Эпĕ вĕсен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Мана арестлесен çывăх çыннăмсем питĕ кулянчĕç, вĕсем кун пеккине кĕтменччĕ. Уйрăмах анне чуна ыраттарса куççульпе йĕчĕ, «свиданкăна» пĕрремĕш хут килсен те ĕсĕклерĕ. Эпĕ Олимп резервĕсен Хусанти шкулĕнче вĕренеттĕм, çерем çинче хоккейла выляссипе çитĕнÿсем тăваттăм. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче тĕрлĕ хулари ăмăртусене çÿреттĕм. Анчах çурăма амантнă хыççăн спорт пирки вăхăтлăха манма тиврĕ. Савни тупсан унпа хваттер тара тытса пурăнтăмăр. Вăл наркоман иккенне пĕлеттĕм. Ăна пулăшас тĕллевпе наркотик сутма пуçларăм, унсăрăн вăл килтен тухса каятчĕ. Каярахпа хам та ку наркăмăшпа çыхлантăм. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеттĕм, хваттершĕн хамах тÿлеттĕм, апат-çимĕç туянаттăм. Савни вара укçана наркотик илсе тăкаклатчĕ. Мĕнле айван пулнă эпĕ! Аттепе аннене шел. Питĕ намăс вĕсен умĕнче. Тăвансем эпĕ тĕрмере ларнине пĕлмеççĕ, ăмăртăва кайнă тесе шухăшлаççĕ. Аттепе анне кашни икĕ уйăхра килеççĕ. Тренерпа та хутшăнатпăр. Вăл эпĕ спорта таврăнасса кĕтет, хам та кун пирки ĕмĕтленетĕп. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен чăн-чăн туссем çуккине ăнлантăм, атте- анне çеç шанчăклă юлташсем. Унччен мана пулăшма сăмах панă çынсем таçта çухалчĕç. Хама яланах хастар тытма хăнăхнăран кунта та ахаль ларас килмест: мероприятисене тăтăшах хутшăнатăп. Вĕсене видеокамерăпа ÿкерсе монтаж тăватăп, киномеханик тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Çав сюжетсене колонири телеканалпа кăтартаççĕ. Тĕрмери хĕрарăмсем çивĕтпе, тутăрпа тата тăлăппа çÿреççĕ тесе шухăшланăччĕ. Кунти пурнăç эпĕ унччен куç умне кăларнă ÿкерчĕкрен самай уйрăлса тăрать. Колони ĕçченĕсем пирĕнпе лайăх хутшăнаççĕ, ахаль çынсем пекех йышăнаççĕ. Вĕсем пирĕнтен кашнинех лайăх енне улăштарма тăрăшаççĕ», — каласа кăтартрĕ Тутарстанра çуралса ÿснĕскер. Юлия колонири шкулта 12-мĕш класран вĕренсе тухса экза-менсене ăнăçлă тытнă, çĕвĕ оборудованийĕн операторĕн специальноçне алла илнĕ.

Айăпланнисен хушшинче аслă пĕлÿ илнĕ çын сахал мар. 29 çулти Лена С.-на, куçаруçă профессине алла илнĕскере, патшалăх заказне пурнăçланă чухне çынна улталанăшăн кирпĕч шутлама янă. Вăл Питĕр хулинчи еврейсен общинин пресс-службинче вăй хунă, куçаруçăра тăрăшнă. Колонире Лена библиотекăна ĕçлеме вырнаçнă. «Библиотека маншăн кунта чи лайăх вырăн. Унта лăпкă, ĕçĕ те интереслĕ. Эпĕ мĕн ачаран кĕнеке вулама кăмăллатăп. Библиотекăна вырнаçма çăмăлах пулмарĕ, нумай тĕрĕслерĕç. Ку ĕçе тивĕçнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Кĕнекесен хушшинче ларнă чухне хам тĕрмере пулнине манатăп. Тăван хулара мана аттепе анне, юратнă çын кĕтеççĕ. Шел те, вĕсемпе телефонпа кăна çыхăнатăп, килсе çÿремеççĕ. Анчах вĕсен сассине илтни те хавхалантарать. Ирĕкрен хăтарсан савни мана пăрахĕ тесе шухăшлаттăм. Тĕрмере ларакан хĕрарăм кама кирлĕ-ха? Вăл хутшăнăва татмарĕ. Çанă тавăрса ĕçлесен вăхăт сисĕнмесĕрех иртет, эпĕ кунсене шутламастăп. Библиотекăра ăс-тăна аталантарас тĕллевпе акăлчан, испан чĕлхисене шĕкĕлчетĕп, ивритла калаçма хăнăхатăп», — лăпкăн калаçрĕ палăртнă вăхăтран маларах ирĕке тухасса шанакан Лена.

«Аннене ыталасчĕ»

Колонири сцена çинче çемье пирки чылай юрă-сăвă янăрарĕ. Залра ларакан ашшĕ- амăшĕ, тăванĕсем, ачисем куççульленмесĕр чăтаймарĕç. Пушкăртстанра çуралнă Карина Н.-ăн та ашшĕпе амăшĕ килнĕ. Вĕсем хĕрĕ патне тăтăшах çитме тăрăшаççĕ. Карина кунта наркотик сарнăшăн лекнĕ. «Хĕрĕмĕр Хусанта аслă пĕлÿ илетчĕ. Вăл ĕçе вырнаçма шухăшланине пĕлсен эпир хирĕçлемерĕмĕр. Палламан çын унпа интернет урлă çыхăннă та наркотик сарма сĕннĕ. Карина пире кун пирки нимĕн те каламан. Вăл пурăнакан общежитирен шăнкăравласа усал хыпара пĕлтерсен куляннипе кĕлеткене туйми пултăм. Ку хăрушă тĕлĕк евĕр иртрĕ. Эпир Карина ирĕке маларах тухассине ĕненсе пурăнатпăр. Шухăшлани пурнăçлансан хĕрĕмĕр çулталăкран пирĕнпе пĕрле пулĕ», — Каринăна çупăрланă май пăшăрханса калаçрĕ ашшĕ.

Мероприятире сăмах илнисенчен пĕри, Самар хулинчи Галина Овчеренко, уçă алăксен кунне пуçласа килменнине палăртрĕ. Вĕсен çемйинче 4 çул каялла инкек пулнă. Йĕрке хуралçисем хĕрне, 32 çулти Натальăна, çынна улталанăшăн тытса чарнине ашшĕпе амăшĕ йывăррăн чăтса ирттернĕ. «Ача тĕрмене лекни — пысăк инкек. Наташа пĕр çынна аслă пĕлÿ илнине ĕнентерекен диплом илме пулăшнă. Çавăншăн айăпларĕç ăна. Вăл ырă тăвас тесе тăрăшрĕ, анчах куншăн хăй тĕрмене лекесси пирки шухăшламан-тăр. Натальйăн ывăл çитĕнет, ăна эпир пăхатпăр. Мăнук пире пурăнма вăй пачĕ. Ăна та питĕ йывăр. Вăл кашни уявра парне вырăнне амăшĕпе тĕл пулма ĕмĕтленет. «Аннене ыталасчĕ», — тет ассăн сывласа. Хĕрĕме пуçласа колоние курма килсен кăштах савăнтăм, кунти условисем СИЗОри пек япăхах мар. Çапах тăван килпе танлаштарма çук паллах. Тĕрмери пурнăç çынна улăштарать теççĕ, Наташăшăн питĕ пăшăрханаттăм, ăна кÿрентересрен шикленеттĕм. Кунта килсен вăл унчченхи пекех ырă кăмăллине, хаваслине курсан лăпланатăп. Наташăн ирĕке тухасси нумай юлмарĕ, нарăс уйăхĕнче вăл тинех киле таврăнĕ. Анчах халĕ вăхăт тата майĕпенрех шунăн туйăнать», — чунне уçрĕ амăшĕ.

Ирĕке тухсан та юлташĕсене манман

Концерт малалла тăсăлнă май сцена çине вăрăм кĕпеллĕ, йăрăс пÿллĕ илемлĕ пике тухрĕ. Вăл мероприятие хутшăнас тесе колоние ятарласа килнĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.