Комментари хушас

Канмалли кун тăван яла аттепе анне патне кайма тухрăм. Вокзала çитсен билет туянмашкăн касса умне пытăм. Халăх кăткă пек унталла та кунталла хĕвĕшет. Билет туянтăм та автобус чарăнакан вырăна пытăм. Çамрăкки те, аслăраххисем те, ваттисем те, амăшĕ пулма хатĕрленекенсем те, пĕчĕк ачапа çула тухакансем те автобуса кĕтсе черет тăчĕç. Билет çинче вырăнсене палăртман. Çулĕ çывăх маррине шута илсен пурин те ларса каяс килет.

Автобус алăкĕ уçăлсанах тĕркĕшÿ пуçланчĕ: нумайăшĕ черете пăхмасăр малалла вирхĕнчĕ, унта та кунта харкашни илтĕнчĕ: «Кунта эпĕ ларатăп, паян кÿршĕсен хваттерне юсаса халтан кайрăм», — терĕ пĕри. Çийĕнчех тепри сăмах хушрĕ: «Манăн ура ыратать, ларма май пулсан питĕ лайăхчĕ». Малти ретри ларкăч çине вăтăр çулсенчи пике вырнаçрĕ. Ун патне пепкине йăтнă çамрăк амăшĕ пырса тăчĕ. «Эпĕ пĕчĕк ача йăтнине куçу курмасть-им?» — сассине хăпартса ыйтрĕ хайхискер. Халăха пăлханмашкăн нумай та кирлĕ пулмарĕ, автобусри çынсем икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕрисем — ача амăшне, теприсем ларкăч çине вырнаçнă пассажиркăна хÿтĕлерĕç. «Вăл маларах килсе билет туяннă, черет тăнă. Çитменнине, çамрăк амăшĕ ларма ирĕк ыйтмарĕ, кăшкăрса калаçрĕ», — терĕ пĕр мучи.

Çакна айккинчен сăнама кăмăллă марччĕ. Эпĕ те анне, ывăл çитĕнет. Общество транспортне кĕрсен нихăçан та хама асар-писер тытмастăп. Ăнланакан çын вырăн паратех. Пĕр-пĕринпе хутшăнма, пулăшу ыйтма пĕлменни пурнăçра йăнăш çул патне илсе çитерет.

Ачаллă хĕрарăм çумĕнче тăракан пулас амăшĕ те хайхи пикене темĕн те пĕр каларĕ. Çав вăхăтра вăл варĕнчи пепки пирки шухăшламарĕ-тĕр. Мăн хырăмлăскере ура çинче тăма йывăррине курса пĕр арçын ун валли вырăн пушатрĕ. Лешĕ хăнк та тумарĕ: хăлхине наушник чикнĕскер нимĕн те асăрхамарĕ. «Ĕлĕк эпир пысăк хырăмпа пулсан та нăйкăшман, вырăн çитмесен çул тăршшĕпех ура çинче тăнă. Халĕ çамрăксем культура, сăпайлăх пирки пачах маннă», — терĕ кинемей. Малалла вулас...

 

Рената ВОЛКОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.