Комментари хушас

14 Çурла, 2017

Самана управçи

Вăхăт шав малалла шăвать. Хăйĕн йĕрне вăл асăмăрсенче çеç мар, япаласенче те хăварать. Сăмахран, сăн ÿкерчĕкре. Шăпах вĕсене пула ĕнтĕ истори саманчĕсем пулас ăрусемшĕн те сыхланса юлаççĕ.

Вăрнарта пурăнакан Лилия Маслячкина пирки те «самана управçи» теме пулать. Ун кăмăл туртăмĕ — кăсăклисемпе сайра тĕл пулаканнисен йышĕнчен. Пĕтĕмпех пĕр сăн ÿкерчĕкрен пуçланнă темелле. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 80- мĕш çулĕсенче, Лилия Семеновна Вăрнарти училищĕре бухгалтерта тимленĕ. Архивра ăнсăртран асăрханă ÿкерчĕк — кивĕ училищĕне сăнланăскер — чунĕнче темĕнле туйăм хускатнă... Çав вăхăтрах вăл аппăшĕн Вăрнарти 8 çул вĕренмелли шкулăн кивĕ çурчĕн сăн ÿкерчĕкĕ пуррине аса илнĕ. Ăна вăл амăшĕ патĕнче тăрăшсах шыранă, тупайманнипе аппăшĕ патне шăнкăравланă. Кĕçех кирлĕ япала Тольяттирен «вĕçтерсе» те çитнĕ.

Халĕ унăн пухмачĕнче историшĕн çав тери хаклă 100 сăн ÿкерчĕк. Ытларахăшĕ хăй çуралса ÿснĕ Вăрнар ялĕпе çыхăннă. Кĕнеке-альбом та пичетлесе кăларнă Лилия Семеновна.

— Милици, Перекет банкĕн çурчĕсем, сĕтел-пукан, апат- çимĕç лавккисем... Акă атă- пушмак лавкки. Унта Чехос-ловакире туса кăларнă атă- пушмак туянма мĕн вăрăмăш черетсем йĕркеленетчĕç, — альбома уçнăçемĕн аса илÿ авăрне путать коллекционер. — Упнер, Хапăс, Кĕçĕн Кипек шкулĕсем, Хапăс тата Кĕçĕн Кипек чиркĕвĕсем. Кĕçĕн Кипекри чиркÿ вырăнĕнче халĕ часавай вырнаçнă. Нурăс автовокзалĕн иккĕмĕш хучĕ çук ĕнтĕ халĕ — аслă çултисем каланă тăрăх, унта малтан СИЗО вырнаçнă. Вăрнар автовокзалĕнче хăй вăхăтĕнче фонтан та пулнă... Акă черетлĕ сăн ÿкерчĕкре Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ çывăхĕнчи манашкăсен келйи, 1896 çулпа палăртнă ăна. Ку çурта хальлĕхе ишмен-ха, анчах ăна упрассипе нимĕнле ĕç те тумасан истори палăкне ĕмĕрлĕх çухатăпăр...

Лилия Семеновна ку сăнсене альбома пуçтарнă çеç мар, кашнин историне тĕпченĕ, çавăнпах вĕсем пирки çав тери интереслĕ каласа кăтартать. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.