Пурлăх пур та, тупри сахал: паян Шупашкар районĕн çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç
Хальхи вăхăтра районсемпе хуласем иртсе кайнă çур çулти ĕçе пĕтĕмлетсе пухусем ирттереççĕ. Паян вăл Шупашкар районĕнче пулчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăн вице-премьерĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Инна Антонова, асăннă тăрăхран Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне депутата суйланнă Альбина Егоровăпа (вăл – республика парламенчĕн Председателĕн заместителĕ – бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçи), Вячеслав Рафинов (социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертÿçи) хутшăнчĕç.
Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Владимир Димитриев пысăк инвестици проекчĕсем пирки чарăнса тăнă май ял хуçалăхĕнчисене ытларах асăнчĕ. Начаррисенчен пуçлăх продукци туса илесси пĕлтĕрхи çур çулхинчен 8,8 процент чакнине пĕлтерчĕ. Çакăнта кайăк-кĕшĕк ашне туса илесси витĕм кÿнĕ. «Чăваш бройлерĕ» фабрика панкрута тухас патне çитнĕ.
Михаил Игнатьев районта çурт-йĕр хăпартасси аванах чакнине пĕлтерчĕ. Светлана Енилина министр вара района муниципалитет пурлăхне тара панишĕн укçа пухса çитерейменнине асăнчĕ. «Сăрă» ĕç рынокĕпе те кĕрешсе çитереймеççĕ.
Укçа илсе килекенĕсем чылай чухне – бизнесменсем. Вĕсене патшалăх пулăшу кÿрет, анчах Шупашкар районĕнчи усламçăсем вăл майпа çителĕклĕ усă кураççĕ теме май çуккине республикăн экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Инна Антонова палăртрĕ.
Çапах та республика Пуçлăхĕ те, тухса калаçакан ытти хăна та Шупашкар районне çапса хуçмарĕç: муниципалитетăн хăвачĕ пуррине, пуррипе туллин усă курмаллине палăртрĕç.