Комментари хушас

10 Çурла, 2017

Шкула каяс мар тесе больницăра выртнă

Чăрсăр та харсăр, хаваслă, асамлă сасăллă, пĕчĕклех хăй тĕллĕнлĕхе вĕреннĕскер… Ку сăмахсем К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Надежда Кузьмина пирки. Вăл Элĕк районĕнчи Тукач ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ачалăхĕнчи асра юлнă самантсемпе паллашар-ха.

 

1 «Урая çĕртетĕн!» Хам астумастăп, кÿршĕсем каланă тăрăх, эпĕ 3 çулта чухнех урамра концерт кăтартнă. Пирĕн аттепе аннене хитре юрланă. Атте купăс, гитара калатчĕ. Хăнасем килсен те эпир килте концерт лартаттăмăр. Эпĕ шпагат лараттăм, «кĕпер» тата акробатикăн ытти хăнăхтарăвне тăваттăм. Атте çав хушăра питлĕх çапатчĕ, купăс калатчĕ. 4 çултанпах эпĕ юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Икĕ сыпăкри пиччесем хуларан магнитофон илсе килетчĕç. Эпĕ ăна мунчана йăтса каяттăм та хам юрланине кассета çине çыртараттăм. Пахчара юрласа çÿреттĕм. Çĕр çинче ĕçлеме юратман. Маншăн ку тамăкпа танахчĕ. Чылай чухне хăтăлса юлма май килетчĕ. «Надя вăл пĕчĕк», — тесе мана килте хăваратчĕç. Эп куншăн савăнаттăм. Хĕлле-и, çулла-и — кашни кун урай çăваттăм, пĕр тусан пĕрчи тăратман. Атте кăмăлсăрланатчĕ: «Урая çĕртетĕн, сăррине пĕтеретĕн!» — тетчĕ. Урай çуса тухмасăр пÿрте никама та кĕртместтĕм. Эпир çемьере тăватă пĕр тăван ÿсрĕмĕр: 2 аппапа 1 шăллăм манăн.

2 Аннен çÿçĕ. Арча ухтарма юрататтăм. Мамак /асаннене эпир çапла чĕннĕ/ Мария Сергеевна хăйне вилсен пытарма тесе пир, хирлĕ пусма хатĕрленĕччĕ, тирпейлĕн чĕркесе арчана хунăччĕ. Ăна эпир аппапа Мильăпа йăлтах касса вакласах пĕтертĕмĕр. Мамак нумай пурăнчĕ, 93-ре вилчĕ. Эпир ача-пăчаллă пулма ĕлкĕрнĕччĕ ун чухне. Атте-анне ĕçленĕ, пире ытларах мамак пăхнă. Пĕрре арчара çавăрттарнă чухне шаларах алла чиксе ятăм та çÿç туртса кăлартăм. Аннен ку. Вăрăм та хулăн çÿçне хÿре пуçтарса хунă вăл. Манăн ун чухне çÿç кĕскеччĕ. Эпĕ шиньона резинкăпа хамăн пуç çине çирĕплетрĕм. Епле килĕшет мана? Мильăна кăтартас килет. Вăл шкултан килессе чăтăмсăр кĕтрĕм, хирĕç тухрăм. Çу уйăхĕччĕ пулас. Чупса пыратăп уйра: «Миля, манăн çÿç хитре!» Ун патне çитнĕ çÿç юлмарĕ! Йăлтах тăкăнса пĕтрĕ. Анне çÿçне çапла уй тăрăх салатрăм. «Вăт çавăншăн пуç ыратать, манăн çÿçпе кайăксем йăва çавăрчĕç пуль», — тесе анне пĕрмай калатчĕ.

Аппасем Людăпа Миля мана хăйсемпе выляттармастчĕç, хăйсен пуканисене тыттармастчĕç. Вĕсене эпир хамăр ăсталаттăмăр. Чăлантан хăваласа яратчĕç мана. Выляса пĕтерсен теттисене пытарса хуратчĕç. Кайран, вĕсем ĕçлеме тухсан, чăлана тухаттăм та вĕсен пуканисене шыраса тупаттăм. Пĕчченех выляттăм. Куншăн мана аппасем вăрçатчĕç. Эпĕ тавăрас тĕллевпе урама тухса «Пукане ачисем!» тесе кăшкăраттăм. Ку кÿренмелле сăмахчĕ. Аппасемпе çавах туслă пулнă. Урам вĕçнех выляма анаталла каяттăмăр. Каялла хăпарнă чухне иккĕшĕ ик енчен тытса мана çĕкле- çĕкле чупатчĕç. Люда манран 4 çул аслă, Миля — 2.

3 Алена. Ялта Алена ятлă хĕр пурччĕ. Вăл питĕ хитрескерчĕ, модăпа килĕшÿллĕн тумланатчĕ. Хула майри пекех туйăнатчĕ. Эпир ун çине пăхса ытараймастăм. Элĕкре лавккара ĕçлетчĕ вăл. Пирĕнпе, вĕтĕр- шакăрпа, ташă-юрă хатĕрлетчĕ. Мана ялан «сцена» çине 1-мĕш кăларатчĕ. Каçхине, репетици хыççăн, эпир ăна сыхлаттăмăр. Ун патне савнийĕ, хамăр ял каччи, килетчĕ. Вĕсем урамра пĕрене çинче ларатчĕç. Эпир ачасемпе хыçалта кĕпĕрленсе пытанаттăмăр. Концерт пурара иртетчĕ. Миля программа тунă чухне мана пĕрремĕш номере çырмастчĕ. Куншăн кÿренсе кутăнлашаттăм.

Эпĕ пĕр çи-пуçпа çÿреме юратман. Кунне 10 хутчен те улăштараттăм. Чăланта япала шутсăр нумайччĕ. Виçеллĕ-и, çук-и — пăхса тăман. Пĕр тĕрлипе тухаттăм кăна, çынсем тепре пăхнă çĕре эпĕ урăххипе.

4 Б о л ь н и ц а . 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне ача-пăча уйрăмне больницăна выртрăм. Чирленипе мар, шкула çÿресе йăлăхнипе. Тухтăр патне каяттăм та манăн чĕре ыратать тесе ĕненмелле суяттăм. Çапла каласан мĕнле тухтăр ĕненмĕ? Тĕрĕсленме хуратчĕ мана. Палатăна тус-тантăшсем ялтан килетчĕç. Вĕсемсĕр кичемччĕ. Наташăна хампа пĕрле вырттарас шухăш пырса кĕчĕ. Ăна çавăтрăм та заведующий патне ертсе кайрăм, унпа пĕрлех лартăм. Наташăн та ыратакан пур имĕш. Е чĕрере шав пур, е хырăмлăхĕ пăсăлнă тесе ăна та манпа пĕрле вырттарчĕç. Хырăма тĕрĕсленĕ чухне шланг çăтма тиврĕ. Ку процедурăна тÿсме çăмăлах мар. Терапи, хирурги уйрăмĕсене концерт лартма çÿреттĕм. «Ыран килетни?» — тесе ыйтатчĕç çынсем. Кайран пала-тăсене кайма тытăнтăм. Юрланăшăн печени-канфетпа хăналатчĕç. Çавăнта пĕри «Заболела бабушка» илемлĕ юрă вĕрентрĕ. 2 эрне больницăра выртнă хыçăн заведующий хыççăн чупма пуçларăмăр: «Киле ярăр, пирĕн ним те ыратмасть!»

5 «Шуçăм». Микрофон тытса юрласси пирки 4 çултанпа ĕмĕтленеттĕм. Алла ун вырăнне патак тытса юрлаттăм. Эпĕ больницăра выр- тнă чухне пирĕн класс ачисене концерт лартма хатĕрленĕ. Хирлепуç клубĕнчи «Шуçăм» ВИА ертÿçи кам хитре юрлать тесе кăскăланнă. «Надя юрлать, анчах вăл халĕ больницăра», — тенĕ. Больницăран тухсанах клуба репетицие кайрăм. Çавăнта пĕрремĕш хут чăн-чăн микрофон алла тытрăм. Ăна курнипех савăннипе кăшкăрса ятăм. Репетици хыççăн пурте кайсан ансамбль ертÿçи çапла каларĕ: «Пире солистка кирлĕ, килейместĕн-и?» «Ласковый май», «Мираж» ушкăнсен, София Ротару юррисем питĕ анлă сарăлнăччĕ ун чухне. Вĕсен репертуарĕсенчи пĕтĕм юрра пĕлеттĕм. Çапла 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне эпĕ «Шуçăм» солистки пулса тăтăм. Учительсем çакна ырламан, мĕншĕн тесен каçхине репетицие çÿремеллеччĕ. Концертсенче эпĕ шлягерсем юрлаттăм. Чĕрĕ музыкăпа ташă каçĕсем ирттересси йăлараччĕ. Кÿршĕ ялсем эп юрлама тухасса кĕтетчĕç. Кайран Миля та ансамбле килчĕ. Иксĕмĕр пĕрешкел костюм çĕлетрĕмĕр, ăна тăхăнса пĕрле юрлаттăмăр.

6 Люда. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне Люда аппа хулана тухса кайнăччĕ. Вăл çитнĕ çĕре эпĕ кил-çуртра тасатса тухаттăм. Кашни эрнекун пусма вĕçне урай çуса çитнĕ тĕле вăл килетчĕ. Мĕн тери савăнăçчĕ ку! Люда ялан батон, кăлпасси, торт туянатчĕ. Аппа хывăнатчĕ те пахчана ĕçлеме тухса каятчĕ. Эпĕ вара унăн сумкине кĕрсе каяттăм. Унта та, плащ кĕсйинче те тимĕр укçа нумайччĕ. Çитĕнсен манăн та çавăн пек пулать теттĕм. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.