Комментари хушас

1970 çулта тунă сăн ÿкерчĕкре «Пионер сасси» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем /сулахайран сылтăмалла/ — И.П. Кириллов редактор, спорт пайĕн ертÿçи В.М. Палинов, çырусен пайĕн тата массăллă ĕçсен пайĕн ертÿçи Ю.Ф. Ефимов. Вĕсем пурте редакцие 1966 çулта, хаçат çĕнĕрен тухма тытăннă хыççăн, ĕçлеме пынă. Хастар та пултаруллăскерсем тиража ÿстерессишĕн тăрăшнипе пĕрлех «Хĕлхем» журнал та кăларнă, çамрăк армеецсен, спортпа туризм, тимуровецсен юхăмĕсене пуçарнă. Çакна ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕпе, çĕршыври ДОСААФăн Тĕп комитечĕ Хисем грамотипе тата сумлă ытти паллăпа чыслани аван çирĕплетеççĕ.

Паян та «Тантăш» хаçат, «Тетте», «Самант» журналсен редакци коллективĕ пурнăç таппипе тан утать, ачасемпе çамрăксен тĕрлĕ юхăмĕ çинчен анлă çутатать.

Александр МОКИН.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.