Комментари хушас

10 Çурла, 2017

Çăмăл атлетикăра — пĕрремĕш!

Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн тата Олимп резервĕсен училищин вĕренекенĕ Альберт Челейкин Раççейри вĕренекенсен VIII çуллахи спартакиадинче çăмăл атлетика енĕпе финалта çĕтернĕ.

Ăмăрту иртнĕ эрнере Майкопра йĕркеленнĕ. Унта çĕршыври 44 регионтан 550 хĕрпе каччă килнĕ. Чăваш Енрен Альбертсăр пуçне Шупашкарти В. Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Ксения Афонина хутшăннă. Альберт 800 метра чупса мала тухнă. Ксения чăрмавсемлĕ 2000 метрлă дистанцире финиша 6-мĕш çитнĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.