Лаша таканлама чĕнеççĕ
Вăхăт ывăнма пĕлмест, юханшыв пек малтан мала ыткăнать. Самантлăха та пулин чарăнасчĕ... Çук. Этем те çавах мар-и? Вăл та малаллах васкать. Утать те утать пурнăç çулĕпе, ватлăх хăваласа çитнине те сисмест.
— Эпĕ хам çуралнă çурта тата ачалăха лайăх ас тăватăп. Пирĕн йăх ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Атте те, анне те çĕр çинче тăрăшнă. Çарран чупнă чухнех атте вĕрентсе каланă сăмахсем асра: «Ĕçлеме ан ÿркенĕр, çĕрпе туслă пулăр», — тетчĕ вăл, — аса илет иртнине утмăл урлă каçнă Иван Вазюков.
«Пуяна — мул, чухăна — ача-пăча», тенĕ ваттисем. Сăкăтри Елена Федоровнăпа Федор Петрович çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Мĕн каласси: пĕрер татăкран та — çиччĕ, кашнине пĕрер сий тумлантарас тесен те çичĕ кĕпе, çичĕ пиншак кирлĕ. Çапла пурнăç тути-масине ачаранах туйса ÿснĕ пепкисем. Ывăл-хĕре пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕне конюха куçарсан витерен тухма та пĕлмен арçын ачасем.
Улттă-çиччĕмĕш классенче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланма тытăннă Иван. Ăна çăмăл атлетика та, кире пуканĕпе штанга йăтасси те, велосипедпа чупасси те, алă вăйĕ виçесси те илĕртнĕ. Вăл хутшăнмасăр пĕр ăмăрту та иртмен. Физкультура учителĕ Николай Кузнецов ачан пултарулăхне пур енлĕн аталантарма тăрăшнă. Кĕçех Ваня шкулта çеç мар, районти спорт ăмăртăвĕсенче те çĕнтерме пуçланă. Унтан республика ăмăртăвĕсене хутшăнма тытăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Районти ĕçпе юрă уявĕсенче те лашапа чупса парнесене тивĕçнĕ.
Аслă классенче вĕреннĕ чухне алă вăйĕ виçессипе Атăлçи тăрăхĕнчи чемпионатра виççĕмĕш вырăна тухнă. Калининград облаçĕнчи Зеленоградск хулинче ирттернĕ кире пуканĕ йăтакансен Раççей чемпионатĕнче Чăваш Республикин командине хÿтĕлесе виççĕмĕш вырăн йышăннă.
И.Вазюков салтак тивĕçне Мускавра пурнăçланă. Пултаруллă спортсменăн ăсталăхĕ кунта тата çÿллĕрех шая çĕкленнĕ. СССР спорт мастерĕн кандидачĕн, СССР спорт мастерĕн нормативĕсене тултарнă.
Салтакран таврăнсан каччă Шупашкарти агрегат заводне ĕçе вырнаçнă. Анчах хула пурнăçĕ килĕшмен ăна, ялах туртăннă. Çул-йĕр организацийĕнче, каярахпа тăван колхозра тракторпа ĕçленĕ. Çапах чунĕ лашасем патнех туртăннă. И.Скрипкин, Ф.Пирогов тимĕрçĕсем лаша таканĕ ăсталама вĕрентнĕ. Каярахпа таканлама та хăнăхнă. Ку енĕпе чăн-чăн маçтăр пулса тăнă вăл.
Ачаран чунне кĕрсе вырнаçнă янаварсенчен пĕрре те уйрăлман вăл. Нумай ăмăртăва хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă — Хисеп хучĕ, медаль те чылай манăн. Çапах чи асра юлни — 1978 çулта Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов ячĕпе иртнĕ ăмăртура çĕнтерни, — аса илчĕ спорт ветеранĕ.
Утмăл урлă каçнă Иван Федорович халĕ те кире пуканĕ те йăтать, шпагат та ларать. Лаша таканлама вара ăна республика тулашне те илсе каяççĕ. Малалла вулас...