Юна награда илессишĕн мар, çынна çăлассишĕн параççĕ
Пĕтĕм Раççейĕпех донор юнĕ çитмест. Пирĕн республикăра 1 пин çын пуçне 11 донор тивет. Юн çителĕклĕ пултăр тесен вара, специалистсем палăртнă тăрăх, ытларах кирлĕ. Çак ыйтăва шута илсе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтер центрĕ юнпа унăн компоненчĕсен донорлăхне анлăлатас тата пропагандăлас енĕпе ĕçлекен комитет йĕркеленĕ. Çак комитет «Донор юнĕ пурнăç парнелет» проекта пурнăçа кĕртет.
Хăйĕншĕн те усăллă
«Раççейре çулсеренех тĕрлĕ сăлтавпа 1,5 миллион çынна юн ямалла. Вĕсене пахалăхлă та лайăх тĕрĕсленĕ юн кирлĕ. Унпа вара кадр-донорсем çеç тивĕçтерееççĕ. Ку йыша кĕрес тесен çыннăн çулталăкра виçĕ хутчен те пулин юн памалла. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ: çакă этемшĕн хăйĕншĕн те усăллă. Пĕрремĕш хут килекенсен юнне пациента тÿрех ямаççĕ, ăна илнĕренпе 6 уйăх иртмелле. Çур çултан çав çыннăн тепре килмелле, анализсем памалла. Енчен те вăл килмесен унăн юнне пăрахăçлаççĕ. Кадр-донорсен юнĕ вара чирлисемшĕн тÿрех юрăхлă, мĕншĕн тесен хуçин анализĕсем йĕркеллех. Ун пек чухне реципиент та хăрушсăрлăхра, унăн хăйĕн сывлăхĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Питĕ хăвăрт юн кирлĕ чухне кадр-донорсен питех те вырăнлă», — каласа кăтартрĕ асăннă комитетăн ертÿçи Екатерина Васильева.
Волонтер центрĕ çумĕнчи донорлăх комитечĕн тĕллевĕсенчен пĕри — студентсемпе çамрăксен йышĕнче кадр-донорсен шутне ÿстересси. Çавна май хастар яшсемпе хĕрсем аслă шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ: «Çамрăк донор кунĕ», «Донорăн çул тултарнă кунĕ», «ЧПУри Донор кунĕ». Унсăр пуçне республикăри юн станцийĕнчи специалистсем комитет чĕннипе хĕрсемпе яшсене донорлăх пирки лекцисем вулаççĕ, пĕлтерĕшлĕ утăма тумашкăн мĕнле хатĕрленмеллине ăнлантараççĕ. Çавăн пекех комитет членĕсем ку темăпах семинарсем, конкурссем ирттереççĕ. Видеороликсем те ÿкернĕ вĕсем.
«Паллах, преподавательсем е кам та пулин урăххи хушсан пурте юн пама каяççĕ. Анчах ирĕксĕрлени япăх йĕр хăварма пултарать. Çамрăксенчен ытларахăшĕ — 50% таранах — укçа е мĕнле те пулин награда илес тесе мар, пĕрлĕхшĕн тесе пĕрремĕш хут юн пама килет. Пирĕн çавăн пеккисене тытса ĕлкĕрмелле, кадр-донорсем пирки ăнлантарса памалла», — ĕçĕпе паллаштарчĕ Екатерина.
Камăн юрамасть?
Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ пике 2011 çулта Чутейри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, ЧПУн медицина факультетне кĕнĕ. Хастарскере ушкăн старостине суйланă. 2014 çулта ЧПУ сайтĕнче волонтер центрне тăвасси пирки вуласан тÿрех унăн ĕçне хутшăнма килĕшнĕ. Екатерина хăй те темиçе хут юн панă. Хальлĕхе вара унăн камăн та пулин пурнăçне çăлма май паракан утăма тумашкăн тăхтама тивет. Хĕр кăçал медицина факультетĕнчен вĕренсе тухать, çав хушăрах ĕçленĕ те вăл. Нумаях пулмасть аттестаци витĕр тухнă. Халĕ ав хĕрсех ординатурăна кĕме хатĕрленет. Таçта та ĕлкĕрекенскерĕн кĕлетке виçи чакса кайнă. Малалла вулас...