Комментари хушас

1 Çурла, 2017

Модăпа тан пырас тесен "Хыпар" издательство çурчĕн "Самант" журналне шĕкĕлчемелле

"Хыпар" издательство çурчĕн "Самант" журналĕ утă уйăхĕнче черетлĕ çĕнĕ рубрика - "Илемлĕх студийĕ" - кăларма пуçларĕ. Чаплă глянец журналсенчен кая мар çак журнала пăхма тата алла илме кăмăллипе пĕрлех тĕшши пуян пултăр тесе тăрăшаççĕ "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăчапа çамрăксен кăларăмĕсен редакцийĕнче. Хитреленме вĕрентекен усăллă сĕнÿсемпе, модăпа тан пыма вĕрентекен канашсемпе илемлĕх индустрийĕнчи ăста специалист Елена Кузьмина (сăн ÿкерчĕкре) паллаштарать.

Дизайнерсем кашни сезонтах мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăлараççĕ. Халĕ мĕн тăхăнсан аван? Пĕр стильлĕ çипуçа тепринпе пĕрлештерсе çыпăçуллă тума пĕлетпĕр-и-ха эпир? Тумтире кура кĕтсе илеççĕ те, анчах сăн-пит килĕшÿллĕхĕ те куçа тăрăнать. Илеме сыхласа хăварма çуллахи шăрăхра çăмăл мар, майне пĕлсен йывăр та мар. Çак тата ытти нумай вăрттăнлăха уçăмлатма тĕллев лартать "Илемлĕх студийĕ" тата Елена Кузьмина визажист тата стилист. 

Журналта çăлтăрпа апат пĕçереççĕ, паллă çын пурнăçĕнчи пĕр куна çутатаççĕ, пăшăл-пăшăл туса эстрада çăлтăрĕсен пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсене систереççĕ, вулакансен ыйтăвне психолог хуравлать, вулакансен çырăвĕсене те пичетлеççĕ. Кăсăклă ытти рубрика та унта çителĕклех.

www.hypar.ru

 

Теги: