Комментари хушас

25 Утă, 2017

«Симĕс ылтăн» инвесторĕсем, эсир ăçта?

Республикăра хăмла çитĕнтерекенсем виçĕм çул тата пĕлтĕр ку отрасль пирки шăв-шав çĕкленине манман пулĕ-ха. Сăлтавсăр мар паллах. Чан çапма вăхăчĕ тахçанах çитнĕччĕ.

 Сăра вĕретекенсене çеç мар, медицинăпа фармацевтика, парфюмерипе косметика ĕçченĕсене, сăрă-лак промышленноçĕнче вăй хуракансене те питĕ кирлĕ паха чĕр тавар калăпăшĕ тĕнчере юлашки çирĕм çулта 36,9% чакни РФ Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсене те хытах шухăшлаттарнă. Çак тапхăрта Раççейре те лаптăкĕ — 11 /1990 ç. — 4531 га, 2014 ç. — 432 га/, пĕтĕм продукци калăпăшĕ 22 хут /1990 ç. — 3444 т 2014 ç. — 150 т/ чакнă. Кăтарту 1996 çул хыççăн хăвăрт пĕчĕкленме тытăннă.

Çĕршывра хăмлана пирĕн республикăсăр пуçне Алтай тăрăхĕнче, Удмурт, Мари республикисенче, Рязань облаçĕнче çитĕнтереççĕ. Анчах вĕсен тÿпи пысăк мар. Чăваш Ен тĕп регион шутланать. Хăй вăхăтĕнче ăна Раççейри мĕн пур калăпăшăн 90 проценчĕ таранах туса илнĕ. Çанталăк условийĕ çуллен пĕр килмест. Çавăнпа кăтарту чакма е хушăнма пултарать. Сăмахран, 1976-1980 çулсенче /5 çултине пĕрле хушсан/ Раççейре пурĕ — 15165 тонна, Чăваш Енре 10275 тонна /67%/ хăмла пуçтарнă. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпÿ, Етĕрне, Вăрнар, Вăрмар районĕсенчи хуçалăхсем пысăк тупăш илнĕ. Майĕ те пулнă çав . Пĕрчĕллĕ удобрени ун чухне хальхи пек шутлă пулман. Тăпрана çителĕклĕ хывнă, органика та кăларнă. Халĕ тыр-пула та хăш-пĕр хуçалăх унпа пĕр пĕрчĕ те апатлантараймасть. РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев Хусанта анчахрах иртнĕ «Раççейри уй кунĕ — 2017» курав-форумра кун пирки тĕрĕс каларĕ: «Ку чухне çĕршыври ял хуçалăх предприятийĕсен çуррийĕ вăрлăха удобренисĕр акать».

Кун пек чухне хăмла лаптăкне апатлантарасси çинчен шухăшлама-и? Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче республикăри чылай хуçалăхра кризис килсе çапнăран пĕрчĕллĕ удобрени виçине калама çук чакарнă, хăшĕсем плантацине вуçех те сапман. Мĕн тетĕр? «Иккĕмĕш ылтăн» тухăçĕ чакнă çеç мар, пахалăхне те çухатнă. Сарă-симĕс тĕслĕ, йÿçĕ тата ал çумне лайăх çыпăçакан япала — лупулин — хисепĕ анса ларнă. Туянакан чи малтан унăн шайне тĕрĕслет. Тивĕçтермесен хăмлана вырнаçтарасси çинчен ан та шухăшла. Ку — республикăра çак отрасль пĕтсе ларнин пĕрремĕш сăлтавĕ. Иккĕмĕшĕнчен, потребитель гранула е экстракт çеç туянать. Ют çĕршывсенче хăмла тирпейлекенсем çак ăсталăха тахçанах алла илнĕ. Чăвашра вара туянакан патне чĕр тавара типĕтсе пысăк михĕсемпе ăсатнă. Çакă питĕ мелсĕр: упрама вырăн нумай йышăнать, йĕпе çанталăкра чĕрĕлсе кăвакарать, пăсăлса юрăхсăра тухать. Сăра вĕретекен ăстасем çавна пула пирĕнне туянма пăрахнă, чикĕ леш енчисемпе килĕшÿ тунă. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, чĕр тавар калăпăшĕ тĕнчере те нумай чакнă, потребительсене хăмла çитми пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ Раççей Ял хуçалăх министерстви ăна пирĕн республикăра тепĕр хут аталантарса ярасшăн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене чĕнсе каланăнах çапла палăртрĕ: «Пирĕн хăмла ÿстерес ĕçе чĕртсе тăратассишĕн çине тăрса тăрăшмалла. Çакна тума кирлĕ майсем пур. Раççей ял хуçалăх министерстви те пире ку енĕпе пулăшма шантарать».

Мускав хăнисем хутшăннипе 2015 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Шупашкар- Арена» пăр керменĕнче республикăри хăмла ăстисен канашлăвĕ çÿллĕ шайра иртнĕччĕ. Ырă тĕслĕх кăтартса ĕçе хăюллăн тытăнакан пуçаруçăсене чи малтан пулăшма шантарнине лайăх астăватăп. РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов, министерствăн ял хуçалăх культурисен, механизаци, химизаци тата ÿсен-тăрана хÿтĕлекен департамент директорĕ Петр Чекмарев, ытти специалист та республикăра темиçе те пулчĕç, тĕллевлĕ канашлусене хутшăнчĕç. Д.Хатуов 2016 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăна килсен: «Хăмла производствин калăпăшне çывăхри вунă çулта Чăваш Республикинче пысăклатма çирĕп никĕс хывнă», — тени халĕ те асрах-ха. Усси пулчех — пăр тапранчĕ темелле. Пĕлтĕр кĕркунне Çĕрпÿри «Чăвашхăмлапром» АУО тулли хăватпа гранула туса кăларакан комплекслă оборудовани вырнаçтарчĕ. Германи техники сехетре 1500 килограмм гранула хатĕрлет. Анчах ăна валли чĕр тавар çителĕксĕр. Республика туса илекен хăмла оборудование уйăх ĕçлеме те çитмест. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.