Комментари хушас

17 Утă, 2017

Шупашкарта икĕ хутлă автобус çула тухма пултарать

Шупашкарта икĕ хутлă автобус çула тухма пултарать. Ку ыйтупа республикăн тĕп хулинче "City Sightseeing Moscow" компани президенчĕпе Сергей  Лаврентьевпа тата "City Sightseeing Kazan" ертÿçипе  Музаффара Собержановпа тĕл пулнă. Хăнасем хулана пăхса çаврăннă май пирĕн патăмăрта туристсене кăтартмалли самаййине палăртнă.

Хусанта ун пек проекта хута янăранпа туристсен шучĕ юлашки тăватă çулта 10 хут ÿснине ĕнентереççĕ. Хăнасем даблдекерсем меллине палăртнă май 8 чĕлхепе калаçакан аудиогида та мухтаççĕ иккен. Тутарстанăн тĕп хулинче турист сезонĕ ака уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен пырать. Заявкăсене талăкĕпех йышăнаççĕ.

Енсем пĕр чĕлхе тупса Шупашкарта ку çĕнĕлĕхе хута ярсан экскурси пĕр сехете яхăн тăсăлĕ. Пĕрре туяннă билет талăка пырĕ. Тепĕр майлă каласан экскусри автобусне çав вăхăтра темиçе хут ларма та чармĕç. Автобусăн пĕр секцийĕ уçă, тепри - хупă. Уççинче ăшă вăхăтра çÿреме пулать, хуппинче - çанталăк сулхăн е çумăрлă чухне. 55 çын кĕрекен автобусра инвалидсем валли те вырăн пăхса хăварнă.

Икĕ хутлă экскурси автобусĕсем тĕнчери 103 хулара ĕçлеççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: