Комментари хушас

17 Утă, 2017

Комсомольскинче ĕçсĕр çын сахал

Чăваш Енри виçĕ районта ĕçсĕр çын сахал. Çапла пĕтĕмлетме пулать ĕç рынокне эрнесерен тишкернин кăтартăвне хакласан.

Республикăн Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсĕррисен хисепĕ Комсомольски районĕнче - 0,15 процент, Çĕрпÿре - 0,22 процент, Муркашра - 0,23 процент. Чăваш Енре паянхи кун тĕлне 4445 çынна ĕçсĕре шута илнĕ. Вăй питтисен пĕтĕмĕшле йышĕнчен çакă 0,69 процент пулать.

Çав вăхăтрах ĕç вырăнĕ те сахал мар тесе пĕлтереççĕ. ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствинче 2038 предприяти-организацие, уйрăм усламçăна 17524 çын кирлине палăртаççĕ.

www.hypar.ru