Комментари хушас

30 Çĕртме, 2017

Урăхла йĕрке çирĕплетнĕ

Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитăн проценчĕсен тăкакне мĕншĕн субсидилеме пăрахрĕç? 2017 çулта ку енĕпе çăмăллăхсем пулĕç-и?

Чурачăк, Чиричкассинче пурăнакансем.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Марина ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит пайĕн пуçлăхĕ:

— Килти хушма хуçалăхсене аталантарма 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен панă кредитсен процент тăкакĕсене вĕсен срокĕ вĕçлениччен субсидилеççĕ.

2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекен, продукцие тирпейлесе сутакан организацисемпе предпринимательсем кĕске вăхăтлăха тата /е/ инвестици кредичĕ илме пултараççĕ. Кунашкал кредитăн процент виçи — çулталăкра 1-5 процент. Банк кашни субъект тĕлĕшпе уйрăм виçе палăртать.

Патшалăх пулăшăвĕн ку тĕсне Раççей Федерацийĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 1528-мĕш постановленире çирĕплетнĕ правилăсемпе йĕркелесе пыраççĕ. Анчах çав правилăсенче «пĕчĕк хуçалăхсен» шутне килти хушма хуçалăха кĕртмен. Çав вăхăтрах РФ Ял хуçалăх министерствин 2017 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнчи хушăвĕнче, çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме палăртнă субъектсен шутĕнче килти хушма хуçалăха та асăннă.

Банксем килти хушма хуçалăхсене кредит памалли заявкăсене çÿлерех асăннă нормăпа право акчĕсенчи пĕрне-пĕри хирĕçлекен самантсем тĕлĕшпе РФ Правительствин 1528-мĕш постановленийĕпе çирĕплетнĕ правилăсене улшăнусем кĕртнĕ хыççăн пăхса тухма пултараççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.