Комментари хушас

29 Jun, 2017 | Тантăш | Спорт | ачасем

Эпĕ тахçанах асатте-кукаçи ĕнтĕ, анчах Шупашкар хулине футбол, каратэ секцийĕсене час-часах тренировкăсене çÿретĕп. Пĕррехинче кĕтÿ кĕртнĕ хыççăн кĕлеткене çемçетмешкĕн чупма тухрăм. Малтанах Колешша, Иккасси, Самукасси ялĕсем патне çитсе килтĕм. Шоркка ялĕ патне çитеспе арçын ачасене асăрхарăм. Кашни пĕрер кĕреçе тытнăскерсем футболла вылямалли лаптăкра аут йĕрĕсене майлаштараççĕ. Вĕсене ертсе пыраканĕ – Шупашкарти электромеханика колледжĕнче иккĕмĕш курсра вĕренекен студент Сергей Толстов. Вăл та Шоркка ялĕнченех. Ăна Артурпа Роман Платоновсем пулăшаççĕ. Вĕсем Шупашкар хулинче тăваттăмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. Каникулсенче кукамăшĕ Людмила Платонова патне тăтăшах килеççĕ, пахчара çум çумлама, утă тавăрма, хĕлле мунча хутмашкăн вутă çурма пулăшаççĕ. Çулла тата ялти уçă сывлăшпа сывласа киленни мĕне тăрать.

Иртнĕ çул çак виçĕ ача аслисем пулăшнипе футбол уйĕн хапхисене вырнаçтарса лартрĕç. Цементпа хăйăра вак чулпа хутăштарса бетон çăрчĕç, хапха юписене çирĕплетрĕç. Малалла вулас...

Николай ПЛАТОНОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.