Комментари хушас

23 Çĕртме, 2017

"Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале Китайран та килнӗ

  Крым тутарӗсем ташларӗҫ, пушкӑртсем юрларӗҫ...

Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль уҫӑлчӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, мероприятие фольклор ушкӑнӗсем, ташӑ ӑстисем, тӗрлӗ музыка инструменчӗ калакансем хутшӑнаҫҫӗ.
Фестивалӗн "географийӗ" анлӑлансах пырать. Тӗрлӗ ҫулта Шупашкара Раҫҫейӗн чылай  регионӗнчи ҫеҫ мар, Германири, Данири, Болгарири, Китайри тата ытти ют ҫӗршыври пултарулӑх ушкӑнӗсем килнӗ. Хальхинче пирӗн республика 21 регионти юрӑ-ташӑ ӑстисене йышӑнчӗ, Китайри Сычжоу провинцийӗнчи опера театрӗн ӗҫченӗсем те Чӑваш Ене килме хапӑл тунӑ.
Мероприятие уҫнӑ ҫӗре ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, Дагестанри национальноҫсен политикин министрӗн ҫумӗ Арсен Махмудов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑнчӗҫ". "Кунашкал фестиваль туслӑха ҫирӗплетет, юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗ кӑмӑла ҫӗклет", - палӑртрӗ Михаил Игнатьев. Дагестанри национальноҫсен политикин министрӗн ҫумӗ Арсен Махмудов та сӑмах илчӗ, "Ҫак мероприяти эпир туслӑ та пӗр пысӑк ҫемье - Раҫҫей - пулнине ҫирӗплетет", - терӗ вӑл.
Любовь СТОЛЯРОВА, Самар облаҫӗ:
- Культура ӗҫченӗ пулнӑ май эпӗ питӗ юрлама, ташлама кӑмӑллатӑп.  Ансамбльте 30 ҫула яхӑн юрлатӑп. Пирӗн коллектив пӗчӗкех мар. Йышра ытларах - аслӑ ӳсӗмрисем. Ҫулленех тӗрлӗ регионта иртекен мероприятисене хастар хутшӑнатпӑр. Нумаях пулмасть Иркутскран ҫӗнтерӳпе таврӑнтӑмӑр. Шупашкара 4-мӗш хут килтӗмӗр. Мероприяти кашнинчех ҫӳллӗ шайра иртет. Шупашкара ҫывӑх тӑвансем патне килнӗ пекех туйӑнать.
 
Рубрика: 
Теги: