Комментари хушас

23 Çĕртме, 2017

Ăстасем ташлаççĕ

Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче РФ тава тивĕçлĕ тата Мари халăх артисчĕ, Мари Элти патшалăх ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Славик Асмаев пирĕн республикăри тĕрлĕ районпа хулари ташă ушкăнĕсен ертÿçисемпе хореографсене халăх тата сцена ташшисен хăйне евĕрлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Ташă ансамблĕнче 20 çул ытла ĕçленĕ хăна чăваш хореографĕсене çармăс ташшисене вĕрентрĕ.

"Çармăс ташшин шкулĕ лайăх ĕçлет. Пирĕн ташă театрĕ тата аслă шкулта ташă уйрăмĕ те пур”, — терĕ Славик Михайлович. Ăсталăх сехетĕнче ăна вĕренекенĕсемпе ташă ансамблĕн солисчĕсем пулăшса пычĕç. Çармăс ташăçисем Шупашкарта пĕрремĕш хут мар: пĕлтĕр Чăваш патшалăх культура институтĕнче мастер классем ирттернĕ. Мари Элти пултарулăх ансамблĕсен юрри-ташшийĕпе "Раççей çăл куçĕсем" фестивальте те киленме май пур.

Вероника АРЛАНОВА, Патăрьел районĕнчи культурăпа кану центрĕн информаципе методика пайĕн пуçлăхĕ, хореограф:

— Пирĕн районта ташлама юратакан чылай: ачасем те, çамрăксем те, аслăраххисем те хаваспах ташă ăсталăхне вĕренеççĕ. Культура çуртĕнче 3 хореограф тăрăшать. Унта ташă кружокĕсем ĕçлеççĕ, юрăпа ташă ансамблĕ йĕркеленнĕ. Патăрьелти 1-мĕш шкулта вĕренÿ программине хореографи урокĕсене те кĕртнĕ. Эпир халăх тата хальхи ташăсене ытларах юрататпăр. Районта кашни çул ташă фестивалĕ иртет. Çакнашкал мастер классем пирĕн пултарулăха аталантарма, ачасемпе ĕçлемелли çĕнĕ мелсене алла илме пулăшаççĕ.

 

 

 

Рубрика: 
Теги: