Комментари хушас

22 Çĕртме, 2017

Сенаж кутамкка ăшăтнă

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, кулăш ăсти, чăваш наци радиовĕнче «Кулăш лаççи» кăларăма ертсе пыракан Виталий Сергеев час-часах çуралса ÿснĕ яла, Канаш районĕнчи Анаткас Татмăша, васкать. Хăнăхнă çулпа тăван тăрăхри улăх-çаранпа киленсе утнă майăн ачалăх кунĕсем унăн асне килеççĕ.

1 Çумăр хыççăн. Хура пĕлĕтсем ял çине йăтăнса анасла тăраççĕ. Ăна çиçĕм кукăр-макăр çурса анчĕ, аслати кĕрĕслетрĕ. Хăранипе сак айне пытантăм. Аслати авăтма чарăнсан йăраланса тухрăм. Çумăр пĕлĕчĕсем сирĕле пуçларĕç. Сенкер тÿпе курăнса кайрĕ. Хĕвел те пăхса ячĕ кĕçех. Вăшт çеç урамалла вĕçтертĕм. Эпĕ, 5-6 çулти ача, пылчăк çăрса ял пуçне, униче хапхи тума тытăннă çĕре, чупрăм. Никам та çук. Хапха юпи валли чавнă шăтăк çумăр шывĕпе тулнă. «Витали, çакăн пек хитре çанталăкра мĕн туса тăратăн? Кĕрсе лар çав шыва», — терĕ сасартăк ман ума пырса тăнă Наçтуç аппа. Ăна итлерĕм, çав шăтăка чалт сикрĕм те мăй таран кĕрсе те лартăм. Шывĕ пĕрре те сивĕ марччĕ. Çан-çурăма уçăлтарчĕ кăна. Анчах «бассейнра» нумай киленсе лараймарăм, Наçтуç аппа мана çийĕнчех туртса кăларчĕ, эпĕ килелле çил пек вĕçтертĕм. Анне кăмăлсăррăн кĕтсе илчĕ. «Хăв валли асап шыраса çÿретĕн. Аманасран та хăрамастăн. Кĕпÿ те тăр-пылчăклă, сысна çурирен пĕрре те кая мар эсĕ. Килте пĕччен хăварсан мĕнле те пулин сăтăр тăватăнах», — ятлаçкаласа таса тум тупса та пачĕ.

2 Цемент. Ку пăтăрмах хыççăн анне мана хăйĕнчен шит те хăвармарĕ. Вĕсем, колхоз ĕçченĕсемпе, ялта икĕ хутлă больница тунă çĕрте ĕçлетчĕç. Эпĕ те кунĕпех унта. Пÿлĕмрен пÿлĕме тиха пек ĕрĕхсе çÿрерĕм. Ку мана часах йăлăхтарчĕ. Урама тухрăм. Авă хĕвел те çÿле хăпарнă, пăчă. Манăн киле каяс, сулхăнра выляс килчĕ. Таçтан сарă лĕпĕш вĕçсе иртрĕ. Ăна тытса аннене кăтартас тесе лĕпĕш хыççăн чупрăм. Сасартăк Наçтуç аппа умне пырса тăрăнтăм. «Ачам, урамра ытла шăрăх. Луччĕ кĕр-ха шалалла. Унта пĕр купа цемент пур, çавăнта машинăпа выляса лар хăть», — терĕ яланхиллех йăл кулса. Вăл сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ, эпĕ вашлаттарса шалалла кĕрсе кайрăм. Мĕн чухлĕ цемент! Эпĕ тÿрех ун тăрăх утма-чупма тытăнтăм. Ăна ывăçласа илсе çÿлелле сапрăм. Çÿç-пуç çара цемент! Унтан шăтăк чавса мăй таранах кĕрсе лартăм. Анне çитсе кĕчĕ. «Эх, санпа! Хăçан кăштах ÿссе тăна кĕрĕн- ши?» — тесе мана туртса кăларчĕ.

3 Шăрпăк. Кÿршĕ ачипе Генăпа питĕ туслăччĕ, яланах пĕрлеччĕ. Пĕр кунхине сад пахчинче вылярăмăр. Сасартăк хырăм выçнине туйса илтĕмĕр те иксĕмĕр пĕр шухăшлă сарай пуçĕнче кăвайт чĕртрĕмĕр. Çăмарта пĕçерсе çиес терĕмĕр. Çулăм çÿлелле кармашма тытăнсан кÿршĕри Плаки аппа чупса çитрĕ. «Ачамсем, мĕн хăтланатăр эсир! Пушар кăларас тетĕр-им?» — тесе иксĕмĕре те ик еннелле тытса печĕ. Çулăма сÿнтерме тытăнчĕ. Тусăм куян пекех пахчаран тухса тарчĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.