Комментари хушас

22 Çĕртме, 2017

Шăллĕне кура секцие çырăннă

Канаш районĕнчи Карăклă шкулĕнче 8-мĕш класа лайăх паллăсемпе вĕçленĕ Катя Ефимова каникулта шкул çумĕнчи сывлăхпа кану лагерьне çÿрет. Унта вăхăт усăллă та хаваслă иртет: тутлă çитереççĕ, вăйă выляттараççĕ, викторина ирттереççĕ, тĕрлĕ концерт йĕркелеççĕ... Ĕлĕкхи чăваш вăййисем те, сăмахран, лапталла, 12 патакла, ачасене килĕшеççĕ. «Тĕрĕссипе, кун епле иртнине те сиссе юлаймастпăр. Шăллăм Алеша мана час- часах: «Спорт ăмăртăвĕсенче пĕрре те чупма ан ÿркен. Хускални шăм-шакшăн усăллă», — тет. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрет, мана та спортпа туслаштарчĕ», — каласа кăтартрĕ Катя.

Вăл та кăçал ирĕклĕ кĕрешÿ тренировкине çÿреме тытăннă. «Ас ту, пĕрре те ан сиктер. Унсăрăн çитĕнÿ картлашки çине хăпараймăн», — тесе асăрхаттарсах тăрать-мĕн. Алексей питĕ тăрăшуллă ача. Килĕнче унăн 50 ытла медаль! Вĕсене спортри çитĕнĕвĕсемшĕн тивĕçнĕ.

Катьăпа Алешăн ашшĕ те хăй вăхăтĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăсăкланнă, вăл та пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Тен, пĕчĕк йăмăкĕ, 4-ри Арина та, аслисенчен тĕслĕх илĕ? Хальлĕхе вăл ÿкерме çеç юратать — тĕслĕ кăранташ, альбом туянса кăна ĕлкĕр ун валли. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.