Комментари хушас

Шупашкар районĕнчи Хачăкри пĕрлешÿллĕ хуçалăх çулсем иртнĕçемĕн тĕрлĕ ятпа аталаннă. Ункă шывĕнчен инçех мар таса çăлкуç тапса тăнине кура малтан ăна «Чолкас» ят панă. Каярахпа ĕç хучĕсенче «Знамя коммунизма», Киров ячĕллĕ колхозсем, «Ишлейский» совхоз тесе çырнă. Паян вăл ятсăр, хуçасăр тесен те йăнăш мар. Çĕнĕ пурнăç çулĕ çине йĕркеллĕн тухайманскер мухтавне, пĕлтерĕшне çухатрĕ. Çавна пула сенĕк-кĕреçе йăтса уя, фермăна утакансене питех кураймастăн. Трактор-машина вăйсăррăн кĕрленине те вăрăмтуна сĕрленипе çеç танлаштармалла.

Тăван хуçалăха тĕреклетессишĕн çанă тавăрса ĕçленĕ аттесемпе аннесене халĕ кивĕ сăн ÿкерчĕксенче çеç куратăн. Вĕсенчен пĕрне çак йĕркесен авторĕ 1966 çулта тунă. Унта сăнланă çынсем ун чухне Хачăкри ĕне фермин витине кирпĕчрен купалатчĕç. Эппин, вĕсемпе паллашар-ха. Сулахайран пĕрремĕшĕ — Е.Иванов. Вăл, юнашар тăракан А.Прокопьев пекех, вăрçăран таврăнсан алла пуртă тытнă. Çамрăклах лара-тăра пĕлмен З.Мочалова стройкăра ĕçленисĕр пуçне, йăла комбинатĕнче çĕвĕ çĕленĕ, хатĕрлев пунктĕнче вы-льăхсем пăхнă. В.Мочалов та аслисемпе тан тар юхтарнă. Сăмах май, вăл хĕсметрен таврăнсан тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра вăй хучĕ. Л.Кондратьевăпа А.Тимофеева та çуллахи каникулта килте ларас темен. П.Мочалов тракториста маларах районти хаçатра пичетлеме ÿкерсе илнĕччĕ. И.Мокинпа В.Хлебников, фронтра пăшалтан уйрăлманскерсем, ку хутĕнче алла пуртă тытнă. Çавăнпа та хаçатра пичетленĕ çак сăн ÿкерчĕк пуриншĕн те хăйне евĕр палăк вырăнне пултăр терĕм.

Александр МОКИН.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.