Мăшăр ерĕшкин пепкине ÿстерет
Юратнă çынна никампа та пайлас килмест. Шел, пурнăç шухăшланипе пĕр килмест. Манăн савнă мăшăра урăх хĕрарăмпа пайлама тиврĕ. Упăшкапа уйрăлтăмăр пулин те ăна халĕ те юратса пурăнатăп. Çавăнпах пурнăçа урăх арçынна кĕртес килмест.
Мишăпа паллашнă чухне эпĕ 20-реччĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ çулсенче атте-анне укçан пулăшайманран ĕçлеме те вăхăт тупаттăм. Уйрăмах — çуллахи вăхăтра, Шупашкарта урамра мороженăй сутаттăм. Пĕррехинче Миша юлташĕпе пылак çак çимĕçе туянма пычĕ. Пытармастăп: ун чухне вăл мана килĕшмерĕ. Миша вара мана пĕрре курсах куç хывнă. Çапла вăл эпĕ ĕçлекен вырăна кашни кун килме тытăнчĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен тÿрех троллейбуса ларса киле çул тытаттăм. Мана йă-лăхтарма ĕлкĕрнĕ каччă та транспорта кĕретчĕ. Эпĕ ыйтмастăм пулин те подћезд умне ăсататчĕ. Пĕррехинче чăтаймарăм: «Ман хыççăн хÿре пек çÿреме хăçан чарăнатăн?» — тесе ыйтрăм. «Нихăçан та», — пулчĕ хурав. «Юратуран курайманлăх патне — пĕр утăм», — теççĕ. Пирĕн тĕслĕхре пачах урăхла пулса тухрĕ: курайманлăхран юрату çуралчĕ.
Манран 3 çул аслăскер техникум пĕтернĕ хыççăн тÿрех ĕçлеме тытăннă. Мишăн тăванĕ хула айккинче вырнаçнă пÿртне ăна парса хăварнă. Савни унта пĕчченех пурăнатчĕ. Вăл ăна хăйĕн вăйĕпе çĕнетнĕ. Хутшăнусем кунран-кун вăй илсе пынă май юратнă çыннăм унта пурăнмашкăн куçма ыйтрĕ. Унтан университета çитме çăмăл марччĕ. Апла пулин те ку хăратмарĕ — çумра юратнă çын-çке. Мишăпа диплом илнĕ çул пĕрлешрĕмĕр, 3 уйăхран пирĕн хĕр çуралчĕ. Мăшăрăм пысăк çемье çинчен ĕмĕтленетчĕ. Маша çуралнă-çуралман йăха малалла тăсасси пирки калаçрĕ. Манăн ĕçе вырнаçмасăрах ачапа ларма тиврĕ. Укçа çитсе пымастчĕ пулин те упăшка çакна кăтартмастчĕ. Çул-талăкран вăл ура çине çирĕп тăчĕ: пĕчĕк бизнес уçрĕ. Çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме май килчĕ. Пурăна киле Миша çăмăл машинине улăштарчĕ. Пĕчĕк хĕрĕмĕр садике çÿреме тытăнсан ĕç шырама пикентĕм. Мăшăрăм тепĕр ача пирки сăмах хускатрĕ. Анчах ку енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухрĕç: çине-çине хырăм ÿкрĕ. Çапах амăшĕн ятне тепĕр хут илтес шанчăк çухалмарĕ.
Çулсем темĕнле хăвăртлăхпа иртрĕç. Хĕрĕмĕр шкула çÿреме тытăнчĕ, эпĕ садикре воспитательте ĕçлеттĕм. Веçех лайăхчĕ пирĕн. Анчах пĕр кунхине упăшка киле килсен япалисене пуçтарма ты-тăнчĕ. «Манăн урăххи пур», — тени чутах ураран ÿкеретчĕ. Миша хĕрне чуп турĕ те килтен тухса кайрĕ. Ирччен куç хупмарăм. Чăнлăх-и ку е тĕлĕк-и? Пуçра çĕр-çĕр шухăш явăнчĕ. Кайран хунямаран çакна пĕлтĕм: Миша мана çулталăк ытла улталаса пурăннă. Çур çул иртсен упăшка уйрăлмашкăн ыйту çырнине пĕлтерчĕ. Çав тапхăрта эпир унпа пĕр-икĕ хут çеç тĕл пултăмăр. Миша хĕрĕмĕре Машăна канмалли кун хăйĕн патне илсе каятчĕ. Тепĕр хĕрарăм пулсан ачине парса ямĕччĕ. Манăн çавнашкал хăтланма хал çитмерĕ. Унсăрăн хĕрĕмĕр ашшĕне курмасăр ÿсĕ. Мăшăртан урăх çемйи çинчен ыйтса пĕлмесĕр чăтаймарăм. Миша икĕ ачаллă хĕрарăмпа явăçса кайнă. Ачан ашшĕне юратса пурăнатăп пулин те пĕр япалана — вăл хăйĕнне мар, ерĕшкин ачисене çитĕнтернине — каçараймастăп. Малалла вулас...