Йывăç сулхăнĕнче канма тивĕçлĕ-ши?
Авкаланчăк Ункă юхан шывĕ хĕрринчи Хачăк ялне /Шупашкар районĕ/ пырса кĕрсенех Куçма Турханăн «Йăмраллă ял» романĕ аса килет.
Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăкра çуралнă писатель хăйĕн произведенине манăн тăван тавралăха та халаллама пултарнă, мĕншĕн тесен Хачăк та йăмраллă. Юнашарти Ишлей вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Ленинец» хаçатра пичетленĕ «Йывăçсем — ял илемĕ» заметкăна халĕ те типтерлĕ упратăп. Унта çак йĕркесем пур: «Хачăк çыннисем урамсемпе çырма-çатрана йывăç нумай лартаççĕ. Акă кăçал Ф.Мочалов — 32, И.Мокин — 35, А.Прокопьев — 23, М. тата В.Алексеевсем 20- шер тĕп йăмра лартрĕç».
Туркменистанри ваттисен çак сăмахне илсе кăтартас килет: йывăç лартман çыннăн унăн сулхăнĕ-нче выртса канма юрамасть. Ку тавралăха симĕслентерме ÿркенекен кашни çынна пырса тивмест-ши? Йывăç-тĕме пăхса ÿстересси çырма-çатраллă урамсенче пурăнакансен тивĕçĕ мар-и?
Манăн атте Иван Мокин хĕлле путексене çитерме йăмра милĕкĕ чылай хатĕрлетчĕ, çирĕп турачĕсене хуралтă çи виттине хăпартма уйăрса хуратчĕ. Çуллен хунавсем лартатчĕ. Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ, Хачăк йăмраллă ял пулма пăрахмарĕ. Унта пурăнакансем тавралăха халĕ те ешĕллетеççĕ. Çак сăмахсем чи малтанах Евгений тата Андрей Мочаловсене пырса тивеççĕ. Пахчисене, урама йăмра, чăрăш, хыр лартрĕç, вĕсене карталаса выльăхран хÿтĕлерĕç. Евгений клуб умне хырпа, чăрăшпа илемлетрĕ.
Çуркунне Шупашкарти Чапаев поселокĕ çумĕнчи пахчана васкарăм. Унта çитме вăрманти дамба урлă каçатпăр. Кунта чике старик çÿллĕш вăрман улмуççи ÿснине пĕлтĕрех асăрханăччĕ. Хальхинче вĕсен хушшинче аллине пысăк хачă тытнă çамрăка куртăм. Ÿссе сарăлнă ытлашши туратсене типтерлĕн касатчĕ. Темиçе çĕрте полиэтилен кĕленчисем тултарнă хура михĕсем выртаççĕ. Поселокри çамрăк волонтерсен ушкăнĕ кунта пĕлтĕр те хытă каяш пуçтарчĕ. Шел, кăçал ăна шашлăк пĕçерсе, эрех-сăра ĕçсе канма кăмăлланă çынсем «тара илчĕç». Ахăртнех, туркменсен ваттисен сăмахне илтмен.