Комментари хушас

15 Çĕртме, 2017

«Енисей ТВ» ертÿçисене Красноярски йăхташăмăрсем чăваш апачĕпе хăналанă

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Красноярски чăвашсен автономийĕ «Енисейри пĕрлĕх чăвашсен Акатуйĕнче» уяв ирттернĕ. Унччен икĕ кун маларах йăхташăмăрсене «Енисей ТВ» эфира йыхравланă. Автономи президенчĕ Геннадий Храмов хăйĕнпе пĕрле эфира «Çеçпĕл» ансамбле чĕннĕ.

«Хыпар» издательство çуртне виçĕм кун ыйтса çырнине Красноярски автономирен паян хуравланă тăрăх, телекăларăмра уяв пирки каласа кăтартнă, телеертÿçĕсене чăваш ĕçми-çимипе хăналанă, чăвашла юрласа кăтартнă. Фестивале епле хатĕрленнине телеканал уяв пуçланас умĕн тÿрĕ эфирта репортаж евĕр кăтартнă.

www.hypar.ru
 

Рубрика: