Комментари хушас

6 Çĕртме, 2017

Чăваш хăмлине Екатеринбурга кăна мар, ытти хулана та сутма хатĕр

Ĕнер республикăри хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕнче чăваш хăмлине Екатеринбургри сăра вĕретекен пĕр предприятин туянма май килменни пирки хыпар-хăнар сарăлчĕ. "Ыйтсан та хуравламаççĕ, е хăмла хакне кăтартман тата саккас пама май килмен сайта пăхма сĕнеççĕ", - тесе пĕлтернĕ Урал тăрăхĕнчи сăра вĕретекен предприяти представителĕсем Павел Анциферовпа Иван Морозов Раççейри порталсенчен пĕрине. Унта сăмах "Чувашхмельпром" предприяти пирки пынине асăннă.

Туянас текенсене чăннипех те сивленипе сивлеменнине пĕлес тесе паян эпир "Чувашхмельпром" акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕпе Нина Горлановăпа çыхăнтăмăр. Нина Александровна "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, Екатеринбургран ыйтса çырни пулман. МИХсенче предприяти пирки кăмăллах мар сăмах сарăлнине кура вĕсем электрон почтăна тепĕр хутчен тĕплĕн пăхса тухнă, анчах çыру тупăнман.

Нина Горланова каланă тăрăх, туянас текенсемпе контрактсене предприяти çурла-авăн уйăхĕсенчех хатĕрлет. Илес текенсемпе пуринпе те килĕштерсе ĕçлеççĕ. Туянас шухăшлисене предприятире яланах хапăл. "Пирĕн конкурентсем сарнă сăмах мар-ши тесе те пуç вататпăр", - терĕ "Чувашхмельпром" гендиректорĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: