Чăваш хырăмĕнче те пăта çĕрмест
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе, тĕрĕс апатланассипе çыхăннă ыйту пирĕн обществăра çулран-çул çивĕчленсе пырать. Тĕнчери пысăк университетсен çумĕнчи ятарлă лабораторисенче ирттернĕ тĕпчевсем акă мĕн çирĕплетеççĕ: таса апат-çимĕç йăлана кĕнĕ кулленхи ĕçме-çимерен усăллăрах та сиплĕрех. Йăлана кĕнĕ çимĕç шутне вара кирек хăш лавккара туянма май пурри кĕрет.
Искусственнăй хутăшсемпе усă курмасăр хатĕрленĕ, органика ингредиенчĕсемлĕ апат-çимĕç таса шутланать. Вĕсем çын организмĕшĕн питех те кирлĕ витаминсемпе, тĕрлĕ микроэлементпа пуян. Йăлана кĕнĕ çимĕçсене ÿстернĕ чухне пестицидсемпе усă кураççĕ. Унпа маларах, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче, çын нервне пĕчĕккĕн пĕтерме усă курнă. Каярахпа çакна пăрахăçа кăларнă та ученăйсем çÿлерех асăннă хутăшсене тыр-пулпа пахча çимĕçе сиен кÿрекен хурт-кăпшанка пĕтермешкĕн усă курма пуçланă. Чылай çĕршывра çак хутăшсемпе усă курнине хирĕçлеççĕ, кун пирки вун-вун çул çивĕч калаçаççĕ пулсан та нумай çимĕçре халĕ те пестицидсем пур. Нумай çул ĕнтĕ ял хуçалăхĕнче çĕре гербицидсемпе, пестицидсемпе, фунгицидсемпе тата ытти им-çампа «тăрантараççĕ». Ку çеç-и? Килти пахчасенче те çĕр улмине сăтăр кÿрекен колорадо нăррине пĕтерме çу каçиччен темиçе хут та наркăмăш сапатпăр. Халĕ хушма хуçалăхра та чылайăшĕ искусственнăй удобренипе усă курать. Апла пулсан паянхи кун таса çимĕçе ăçтан тупмалла?
Тĕнчери чи усăллă та сиплĕ çимĕçсен рейтингĕпе паллашсах тăратăп. Унта экспертсем ытларах чухне брокколи купăстана, пылак хĕрлĕ пăрăçа, чечеклĕ купăстана, кишĕре, хĕрлĕ кăшмана, лимона, авокадăна, шалча пăрçине, ясмăка, ыхрана, хура шăккалата, аçтăрхан мăйăрне кĕртеççĕ. Анчах вĕсен сиплĕхĕпе усси ăçта тата мĕнле ÿстернинчен те килет. Çитменнине, атмосфера та вараланса пырать. Этем организмне сиен кÿрекен çимĕçсен шутне Çĕнĕ Шупашкарти клиникăра ĕçлекен Лариса Квасова гастроэнтеролог чипса, поп-корна, чăмлака, пластик савăтри сĕткене, пластик савăтри шыва, газлă шыва, напитока, сахăр песукне, тăвара, шурă çăнăха тата ыттине кĕртет. Юлашки вăхăтра фастфудсем сывлăха сиен кÿни пирки нумай калаçаççĕ. Ун шутне çÿлерех асăннă фри çĕр улми, хот-дог бургер, ăшăтнă пицца, шаурма, шывпа хутăштарса хăвăрт хатĕрлекен лапша, çавăн йышши çĕр улми нимĕрĕ, пăтă, чипс, поп-корн… Фастфуд çимĕçĕсенче калори нумай пулин те вĕсем тутлăхлă мар. Лариса Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, хăвăрт хатĕрлекен лапшара, ахальлипе танлаштарсан, В ушкăнри витамин питĕ сахал. Çавăнпа вăл углеводпа тĕрлĕ хими япалинчен кăна тăрать. Фастфуд çимĕçĕсенчен организм кирлĕ япаласене илеймест, хырăм часах выçать. Татах апатланмалла вара. Çапла ÿт хушма пуçлатăн, чир-чĕр аталанать…
Манăн паян авалхи культурăсенчен /ăна этем килти культурăсен шутне тулăпа танах чи малтан кĕртнĕ/ пĕрин — ясмăк — пирки сăмах пуçарас килет. Ăна халĕ Чăваш Енре питех акмаççĕ. Манăçа кăларнă. «Ясмăк яшки – яшка мар, йÿçĕ çăмах — çăкăр мар», «Ясмăк ани сăрт хĕрри», «Пуян тулă акать, чухăн ясмăк акать», «Чухăнăн вăрлăхĕ — ясмăк, ани лаша масарĕ хыçĕнче». Ваттисен сăмахĕсенчен чăвашсем ясмăка ытлашшиех хисепе хуманни курăнать. Кун пирки эпĕ аслă ăру çыннисемпе пĕрре кăна мар калаçу пуçарнă. «Пухса илме кансĕрччĕ, çурри ытла тăкăнса пĕтетчĕ», — теççĕ ватăсем. Çав вăхăтрах ясмăк ÿсен-тăран белокĕпе, углеводпа, С, В1, В2, В3, В6, В12 витаминсемпе, микроэлементсемпе, вар-хырăм ĕçне лайăхлатма пулăшакан клетчаткăпа пуян. Яс-мăк кĕрпинчен пĕçернĕ пăтă, яшка нумайлăха тутă тытать. Халĕ пысăк лавккасенче ют çĕршывсенче çитĕнтернĕ хĕрлĕ, симĕс, сарă тата ытти йышши ясмăка сутаççĕ. Анчах ăна темĕнле условисенче ÿстернĕ-ха. Кунта манăн çакна хушса калас килет: çыннăн ытларах хамăр тăрăхра çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана çимелле. Халĕ вырăнти лавккасенче «Чăваш Енрине туян» /покупай чувашское/ логотиппа сĕнекен сĕт юр-варне, кĕрпесене, аш-пăшран тунă тата ытти продукцие сутаççĕ. Çавăн пекех «Чăваш биопродукчĕ» тенине те асăрхама пулать. Тĕрлĕ им-çамсăр, хими препарачĕсемсĕр ÿстернĕ таса çимĕçсем вĕсем. Пĕлтĕр, сăмахран, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ, Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствисен пуçарăвĕпе шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсен хушшинче «Чăваш апат-çимĕçĕ тутлă тата усăллă» ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Çапла майпа ачасене мĕн пĕчĕкренех тĕрĕс апатланма хăнăхтарасшăн. Анчах, шел те, çамрăк ăрăва тĕрĕс апатланма пур-пĕрех кирлĕ шайра вĕрентейместпĕр. Апатлану культури çук тесен те йăнăшмастăп пулĕ. «Чăваш хырăмĕнче пăта та çĕрет», — тетпĕр эпир. Çук, çĕрмест. «Апата сая ямалла мар, çисех ямалла», — вĕрентнĕ мăн асаннесем. Малалла вулас...