Комментари хушас

5 Çĕртме, 2017

Чӑваш культурин кунӗнче Иркутск мэрӗ те савӑннă

Иркутскра иртнĕ чăваш культурин кунĕнче хула мэрĕ Дмитрий Бердников та савăннă. Ку хыпара вăл тăрăха чăваш делегацийĕпе иртнĕ уйăх вĕçĕнче тухса кайнă "Хыпар" издательство çурчĕ "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Ирина Кошкина хыпарлать.

Хаçатçă  пĕлтернĕ тăрăх, Иркутск хулине Хӗвелтухӑҫ ахахӗ теҫҫӗ. Вӑл Ҫӗр ҫинчи чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗринче - Байкал ҫывӑхӗнче - вырнаҫнӑ. Ҫак хулана кайсан омуль пулӑ, тӗрлӗ чей курӑкӗпе чул туянма сӗнеҫҫӗ. Революциччен ӑна Хӗвелтухӑҫ Парижӗ, Хӗвелтухӑҫ Питерӗ тенӗ. Çĕртмен 3-мĕшĕнче вăл хӑйӗн 356-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунă. 

Хулари "Труд" спорт керменӗ умӗнче вара чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. "Малтанах тӗрлӗ ведомство, организаци ӗҫченӗсем, ҫав шутра Иркутск облаҫӗнчи "Юлташ" наципе культурин автономийӗн хастарӗсем хула урамӗсем тӑрӑх утрӗҫ. Чӑваш юрри шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв евӗр юхрӗ, купӑс сасси ура хуҫса ташлама илӗртрӗ... Ун хыҫҫӑн уяв "Труд" спорт керменӗ умӗнче тӑсӑлчӗ. Унта Иркутск, Томск, Саратов облаҫӗсенчен, Красноярск крайӗнчи чӑваш автономийӗсен хастарӗсем иртен-ҫӳрене хӑйсен "Чӑваш картишӗсене" йыхравларӗҫ, наци апат-ҫимӗҫӗпе,сӑрапа сӑйларӗҫ, ал ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ", - аякри хыпарсемпе вырăнтан паллаштарать ĕçтешĕмĕр.

Уява Иркутск мэрӗ Дмитрий Бердников, Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Владимир Дорофеев, саккунсем хатӗрлекен пухӑвӑн ертӳҫи Сергей Брилка та пырса курнă. Вӗсене ЧР культура, национальноҫемпе архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев кӗтсе илнӗ. Хула мэрӗ Дмитрий Бердников лапама пухӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ май Иркутскра 100 ытла халӑх ҫыннисем пурӑннине, кунти чӑваш автономийӗ тухӑҫлӑ ӗҫленине, чӑвашсем хастар пулнине палӑртнă. "Хӑй те вӑхӑтлӑха чӑваш пулса тӑчӗ: Николай Угаслов парнеленӗ чӑваш кӗпине тӑхӑнчӗ. Унтан Дмитрий Викторович: "Халӗ эпӗ хама чӑваш пекех туятӑп", - терӗ. Хаклӑ хӑнасем вӑйӑ картине тӑчӗҫ, вӗсенчен Иркутск ҫыннисем те юлмарӗҫ, чӑвашсемпе пӗрле савӑнчӗҫ", - пĕлтерчĕ Ирина Кошкина.

www.hypar.ru

Рубрика: