Комментари хушас

5 Çĕртме, 2017

Тарăн лартатăп

Ăста пĕр пахчаçă мана помидорсене тĕрĕс лартма вĕрентнĕччĕ.

Помидора çĕре май пур таран тарăнтрах вырнаçтарма тăрăшатăп — пĕрремĕш çулçă таранах. Малтанах шăтăка шыв яратăп, унтан калчана тăпрапа витетĕп, текех шăвармастăп. Май пур чухне тымар тавра сапакан тăпрана çĕрĕкпе е кĕлпе хутăштаратăп.

Çимĕçе шăрăхра çеç сапатăп. Шыва хĕрхенместĕп ун чухне — тымар патне аялах çитмелле-çке. Ытти чухне вара тăпрана йĕпетместĕп — кун пек çимĕç çирĕпленет, нÿрĕк шырас тымарне тарăн ярать.

Уйăхне пĕр-икĕ хутчен помидор çулçине вĕлтĕрен шывĕпе сапсан аван. Витрене çурри таран вĕлтĕрен ямалла, ăшă шыв тултармалла. Талăк ларнă хыççăн 1 литр шыва 1 витрене ярса пахча çимĕçе пĕрĕхмелле.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.