Геннадий КОЗЛОВ: Художниксем ачаш та черчен чунлă
Ÿнер пурăнма вăй парать
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ — пирĕн республикăри культура еткерлĕхне упракан чи пысăк учреждени. Унта хамăр çĕршыври тата Чăваш Енри паллă художниксен картинисем, скульпторсемпе ал ĕç ăстисен чи паха ĕçĕсем вырăн тупнă. Ÿнер музейĕ мĕнле пурăнать-ха? Кун çинчен учреждени директорĕпе Геннадий Козловпа калаçрăмăр.
— Пирĕн музей 1939 çулта йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра 4 фондра /графика, живопиç, скульптура тата ал ĕçĕсем/ 29 пине яхăн экспонат упранать. Вырăс классикĕсен Репинăн, Левитанăн, Врубелĕн, Куинджин, Архиповăн, Малявинăн, Нестеровăн тата ытти художникăн картинисем уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем пирĕн пата совет саманинчех килсе лекнĕ. Тĕп пуянлăх, паллах, чăваш художникĕсен Кокелĕн, Зайцевăн, Спиридоновăн, Сверчковăн тата ыттисен ĕçĕсем. Музейре илемлĕ ÿнерĕн аталанăвне туллин кăтартса панă. Музейăн тăватă филиал пур: хальхи ÿнер центрĕ, вырăс тата чикĕ леш енчи искусствăн уйрăмĕ тата Моисей Спиридоновăн музей хваттерĕ. 1985 çулта музей валли виçĕ хутлă çурт лартрĕç. Шел те, пасар саманинче музейсене те çăмăлах мар. Юлашки экспонатсене виçĕ çул каялла туяннă. Хальхи вăхăтра музей ÿнерçĕсем хăйсен ĕçĕсене пар-неленипе пуянланса пырать. Çĕршыври паллă музейсенчи картинăсен куравĕсене илсе килесси йывăрланса пырать — укçа-тенкĕ çитмест.
— Геннадий Васильевич, куравсем йĕркелесси еплерех пулса пырать вара?
— Çулсерен музейре 60 ытла курав хатĕрлетпĕр. Юлашки çулсенче коммерци выставкисем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Юбилее халалланисем, паллă пулăмпа çыхăннисем. Сăмахран, хальхи вăхăтра Третьяков галерейинчи Айвазовскин картинисен копийĕсен куравĕ ĕçлет. Паллах, вĕсене художникăн чăн ĕçĕсемпе танлаштараймăн. «Чĕрĕ мар» картинăра ÿнерçĕн шухăш-кăмăлне туйса илейместĕн. Нумаях пулмасть тата Георгий Фомиряковăн куравĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Петр Павловăн ĕçĕсен куравĕ уçăлмалла. 2018 çулта Николай Овчинников çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитет. Паллă художникăн юбилейне халех хатĕрленме тытăнтăмăр.
— Кашни учреждениех коллектив вăйĕпе тытăнса тăрать. Сирĕн музейре мĕнле специалистсем ĕçлеççĕ?
— Музей ĕçĕ питĕ кăткăс. Пирĕн патра урамран килнисем çук. Учрежденире 65 çын ĕçлет. Пурте ятарлă пĕлÿ илнĕ, хăйсен ĕçне чунпа парăннă, искусствăна юратаççĕ. Техника специальноçĕллисем те пур. Вĕсем реставраци енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсен те ÿнер хăйне евĕрлĕхне ăнланмалла, унсăрăн хăйсен ĕçне тăваймĕччĕç. Пирĕн патра пур çын та ĕçлеймест. Çавăнпах пулĕ çамрăксем сахал килеççĕ. Кунта шалушăн тăрăшакан çук. Эпĕ те 2003 çулта музейре ĕçлеме пуçласан малтанхи тапхăрта «ăçта килсе лекрĕм-ши» тесе пуç вататтăм. Музей ĕçĕ-хĕлне ăнланмашкăн, унăн чунне туйса илмешкĕн мана виçĕ çул кирлĕ пулчĕ. Музей тивĕçĕ — пухасси, упрасси тата пропагандăласси. Упрасси те пит çăмăл ĕçех мар. Кашни экспоната çитес ăрусем валли сыхласа хăвармалла. Куравсем йĕркелесси те ансат ĕç мар. Художниксемпе калаçасси те мĕне тăрать. Вĕсем хăйне евĕрлĕ çынсем. Художник питĕ ачаш та черчен чунлă çын.
— Темиçе çул каялла культура учрежденийĕсене ЧР Пуçлăхĕн грантне пама тытăнчĕç.
— Пирĕн музей икĕ гранта тивĕçрĕ. Пĕрремĕшне 2009 çулта пачĕç. Унпа усă курса музейĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне курав йĕркелерĕмĕр, «Чи лайăх 70 произведени» проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Иккĕмĕш грантпа 2014 çулта ÿнер музейĕ çинчен уйрăм кĕнеке-альбом кăлартăмăр.
— Музей ĕçченĕсен экспонатсене çĕнетес тĕлĕшпе нумай вăй хума тивет...
— Художниксем пир çине ÿкереççĕ, анчах вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем тĕпренме тытăнаççĕ. Кашни картинăнах реставрацилетпĕр. Нумай çул упрас тĕллевпе ăна йĕркене кĕртмелле. Картинăсене ятарлă çилĕмпе тата хутпа çыпăçтарса «тĕреклететпĕр». Реставраци уйрăмĕнче икĕ çын ĕçлет. Геннадий Данилов — турăшсене, Николай Кузьмин картинăсене çĕнетет. Картина рамисене те улăштаратпăр.
— Хальхи художниксем вун-вун çул аталанса çирĕпленнĕ йăласене упраса хăварнă-и?
— Эпĕ ют çĕршывра сахал мар пулнă, чикĕ леш енче авалхи йăласем çухалса пĕтнĕ. Пирĕн çĕршывра тата республикăра ĕлĕкхи йăласене тата тĕрлĕ вăхăтра йĕркеленнĕ ырă енсене упрама тăрăшаççĕ. Эпир çут çанталăкпа тачă çыхăнура пурăнатпăр: çĕр çинче ĕçлесе пахча çимĕç, улма-çырла, утă-улăм туса илетпĕр. Эпир — чăвашсем — ĕçчен те пултаруллă çынсем. Çав вăхăтрах пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе савăнма пĕлместпĕр. Тăван чĕлхепе калаçма вăтанни те питĕ пысăк çитменлĕх. Чăваш Енре ăста художник чылай. Кашнин хăйĕн стилĕ. Вĕсем пирĕншĕн ылтăн тупрапа танах. Этнофутуристсем, сăмахран, хăйсен йĕрĕнчен пăрăнмаççĕ. Анчах чăваш темипе кăна ÿкермелле тенипе эпĕ килĕшсех каймастăп. Калăпăр, çут çанталăка сăнласси чăвашăн е тутарăн уйрăм пулма пултараймасть. Сăмахран, эпĕ пейзаж кăна ÿкернипе чăваш художникĕ пулма пăрахмастăп вĕт. Малалла вулас...