Комментари хушас

1 Çĕртме, 2017

Путакана çăлассишĕн ишме вĕреннĕ

Паттăрлăх валли яланах вырăн пур. Аслисем кăна мар, ачасем те ку енĕпе палăраççĕ. Йывăр лару-тăрура çухалса каймасăр çынна вилĕмрен çăлнă тĕслĕхсем пирĕн республикăра та пур. Тĕрлĕ çулсенче паттăрлăх кăтартса Раççейĕн «Вĕри чĕре» кĕнекине кĕме тивĕçнĕ паттăрсемпе паллаштаратпăр.

Пулла кайсан

Етĕрне районĕнчи Кăкшăм шкулĕнче вĕренекен Павел Федотов «Вĕри чĕре» хисеп кĕнекине кĕме тата кăкăр паллине тивĕçнĕ. Вăл икĕ çул каялла путакан ачана çăлнă.

Ун чухне арçын ачасем шыва кĕнĕ. Пĕри сасартăк путма тытăннă. Пĕве хĕррипе иртсе каякан хĕрарăм ырă мара сиссе пулăшу чĕннĕ. 7-мĕш класа куçнă Павел çав вăхăтра кунтан инçех мар пулă тытнă. Вăл инкеке лекнĕ арçын ачана çăлма тÿрех ыткăннă. Тăн çухатнăскере çыран хĕрне туртса кăларнă. Павел пулăшнипе вăл вилĕмрен çăлăнса юлнă.

Пысăк наградăна Павела пĕлтĕр, юлашки шăнкăрава пуçтарăннă линекăра, панă. Унпа пĕрле савăнăçа ял-йыш, пĕрле вĕренекенсем, тăванĕсем пайланă. Хăюлăхĕшĕн арçын ача «Орленок» Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕнче каннă.

Ĕненмен…

Канаш районĕнчи Вăтакас Кипек шкулĕнче вĕренекен Николай Константинов виçĕм çул путакан арçын ачана çăлнă. Малалла вулас...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.