Комментари хушас

31 Çу, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕ конкурс ирттерет

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" литературăпа культура тата искусство журналĕ "Аваллăх саманчĕсем" конкурс ирттерет. Сирĕн архивăрти çыравçăсен, ÿнерçĕсен, культура ĕçченĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, иртни çинчен каласа паракан сăн ÿкерчĕксемпе, документсемпе т. ыт. вулакансене паллаштарĕç.

"Ăна йĕркелеме архиври сарăхса кайнă сăн ÿкерчĕксем хистерĕç. Çулсем иртсе пынăçемĕн иртни, çак сăмаха калама темле йывăр пулсан та - аваллăх, манăçа тухса пырать. Анчах пурнăç тени паян кунпа кăна сăнарланмасть мар-и-ха? Темле пулсан та литература, культура, искусство тени унччен те пулнă, начар мар аталаннă, вăй илнĕ. Эппин, ниепле те манма пултараймастпăр, манăçа кăлармалла мар пирĕн, паянхи тата килес ăрусен, иртнĕ саманара ырми-канми тăрăшнă, ентеш-ĕçтеш-йăхташăмăрсене те", - тет журналăн редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Филиппова.

  • Иртнĕ пурнăçăн саманчĕсене сăнлакан икĕ ÿкерчĕке "Тăван Атăлăн" çу уйăхĕнчи номерĕнче пичетленĕ те ĕнтĕ. Тĕрĕс те тулли хуравсене журналта пичетлĕç.

www.hypar.ru