Комментари хушас

30 Çу, 2017

Узбек чăвашĕ

Саттор Худойназаров — республикăри «Чи нумай сĕт сутакан — 2016» конкурсăн çĕнтерÿçисенчен пĕри. Вăл Октябрьски райповне 13 тонна сĕт панă.

«Манăн ĕнесем пĕтĕм çемьене тăрантараççĕ», — тет Узбекистанра çуралса ÿснĕ, халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмел ялĕнче пурăнаканскер. Вăл тăхăр çул каялла Раççей гражданствине илнĕ. Худойназаровсем сăвакан ултă ĕне, вăкăрсемпе тынасем, çирĕм ытла сурăх, чăх-чĕп тытаççĕ. «Хальлĕхе кăна çавăн чухлĕ-ха», — хушса хурать Саттор Сайитович.

Çак çемье кун-çулĕ пĕр-пĕр юрату романĕн сюжечĕн шăнăрне выртмаллискер. Саттор Худойназаров пулас мăшăрне Мускавра Хусан вокзалĕнче тĕл пулнă. Унпа пĕр-икĕ сехет калаçнă хыççăнах каччă çак хĕрпе çемье çавăрас килнине ăнланса илнĕ. «Эпĕ сана вăрлатăп!» — тенĕ те пулас арăмне тăван çĕршывне илсе кайнă. Çирĕп кăмăллă, татăклă йышăнусем тума пултаракан каччă чăваш хĕрĕн чĕрине самантрах парăнтарнă. Кунсăр пуçне вăл ачаран çĕр мамăкĕ тата иçĕм çырли ÿсекен тăрăхра пурăнма ĕмĕтленнĕ.

Арăмĕн амăшĕ йывăр чирлесе ÿксен çемье Чăваш Ене килме шут тытнă. Ял-йыш ăш пиллĕн йышăнни, пулăшма тăрăшни Саттор кăмăлне çавăрнă, чăваш çĕрĕнче яланлăх тĕпленме шут тытнă вăл. Гражданлăх илессипе çыхăннă йывăрлăхсем те хăратман ăна. Пĕр вăхăт унăн Казахстанра та пурăнма тивнĕ, çак ĕçпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатма РФ Патшалăх Думин депутачĕсем тата Аслă суд представителĕсем те хутшăннă. Узбек чăвашĕн кăткăс шăпи пирки ун чухне федераци каналĕсенчен пĕри репортаж та хатĕрленĕ, эфира кăларнă.

Мăшăр вăтăр çула яхăн пĕрле пурăнать. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Иккĕшĕ тăван килтен вĕçсе тухнă, уйрăм пурăнаççĕ. Кĕçĕнни, 7-мĕш класа çÿрекен Ксюша, ашшĕ-амăшне пулăшать. Вăл нихăçан та ĕçсĕр лармасть, яланах вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать.

Сĕт тата какай çемьене тупăш кÿреççĕ. Çемье пуçĕ хăйсен выльăхне çеç мар, ял кĕтĕвне те пăхать. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.