Комментари хушас

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — тенине çĕр çынни асра тытса ĕçлесен те çанталăка пула ака-суха тапхăрĕ вăраха кайрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ĕнер ирттернĕ канашлура чи малтан республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, ытти культурăна акассипе, çĕр улми лартассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава кĕтсе илессине, шыва кĕмелли тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине тишкерчĕç.

Çĕр улми тупăш кÿрет

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — çĕр çынни меллĕ кашни самантпа усă курса уй-хир ĕçĕсене малалла тăсать. Чылай çĕрте ака вĕçленсе пырать, ку енĕпе Çĕрпÿсемпе Етĕрнесем кăтартуллисем шутланаççĕ.

Министр çĕр улми лартасси мĕнле пынипе паллаштарнă хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕн виçипе интересленчĕ. Сергей Артамонов 8111 гектар йышăнассине пĕлтерсен ăна /иртнĕ çулхинчен 2016 çулта — 9 пин гектар/ чакарнин сăлтавне уçăмлатма ыйтрĕ. Çĕршывра кăтартăва 2 хут пĕчĕклетнĕ регионсем те пурри, вăрлăх çитменни çинчен пĕлтерни Михаил Игнатьева тивĕçтермерĕ. Вăл Брянск тăрăхĕнчи тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. «Унта çĕр улми 23 пин гектар йышăнать. Чăваш хутлăхĕнче çак çимĕçе çитĕнтерекенсем рынокран каяççĕ апла, вĕсен вырăнне урăххисем йышăнаççĕ. Пĕр кайсан тепĕр хут таврăнма пултарасси иккĕлентерет. Республикăра халĕ çĕр улмин 1 килограмĕ 40 тенке çывхарать. Кунашкалли хальччен пулман. Вăрлăх çитмест тени — сăлтав кăна. Продукцие янтăлама вĕренсе çитнĕ, ăна упрамалли хранилищĕсем пур. Тырă туса илнипе кăна лăпланса лармалла мар», — терĕ регион ертÿçи.

Право йĕркине сыхлакансене çурхи ĕçсен тапхăрĕнче ял хуçалăх техники, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем тĕлĕшпе преступленисем пурри пăшăрхантарать: хуçасăр япалана куç хывакан сахал маррине аса илтерсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтрĕç. Пурлăх тĕлĕшĕнчен тÿснĕ тăкака çĕр çыннине никам та саплаштармасть вĕт.

Михаил Игнатьев инвестицин пахча çимĕç туса илессипе çыхăннă çĕнĕ проекчĕсене пурнăçланипе интересленчĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх — ĕçе хăвăртлатмалла, çĕр лаптăкĕсене çак тĕллевпе куçарса панă. Çĕнĕ йышши теплицăсене хута ярсан пахча çимĕçпе хамăра туллин тивĕçтернипе пĕрлех ентешсем валли хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май килĕ. Тепĕр çивĕч ыйту — пасарсенчи пахча çимĕçпе посредниксем урлă суту-илÿ туни. Михаил Игнатьев хула ертÿçисене çак пулăма йĕркелесе тăмаллине аса илтерчĕ.

Регионсен хушшинчи курава хатĕрленсе

Регионсен хушшинчи «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» ХХIV курав кăçал Республика кунĕпе пĕр килет. Унăн мероприятийĕсем çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» комплексăн пĕрремĕшпе виççĕмĕш хучĕсенче тата унăн уçă лапамĕсенче иртмелле. Курав пайĕсем, тĕпрен илсен, ытти çулсенчи евĕрех, çĕнни — Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пĕрлехи стенчĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă мероприятие хутшăнмашкăн 98 заявка панă. Курав кунĕсенче культурăпа кану программисем пырĕç, пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Малалла вулас...

 

Валентина СМИРНОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.