Комментари хушас

29 Çу, 2017

Кашлатăр... кедр вăрманĕ

Чăваш Енре кашни район тенĕ пек хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Куславккасем акă купăстапа чапа тухрĕç. Сĕнтĕрвăррисем пек ывăлне уçлăха çити вĕçтерекен татах тупăнĕ- ши? Çĕрпÿсем кăçатă йăваласа Раççей Президенчĕн В.Путинăн шалăвĕнчен те ытларах тупăш илнине тĕнче пĕлет. Каçалсем çĕр улми ÿстерме вĕренсе çитрĕç. Шăмăршăсем чаплă вăрманĕпе мухтанаççĕ. Трак тăрăхĕ вара мĕнпе мăнаçланма пултарать? Тĕрĕссипе калатăп, çак районта тахçанах пулманччĕ. Пултăм. Куртăм. Тĕлĕнтĕм. Çапла каламалли кăна юлать командировкăна пĕтĕмлетсе. Тата “Лайăх марлантăм” тенине хушма юрать. Ара, Мускав пин-пин çухрăмрине курать-пĕлет /Раççей тĕп хулинчен саккассем йышăнаççĕ Трак тăрăхĕнче/, эпир вара, чăвашсем, çумрине те асăрхасах каймастпăр. Республика ертÿлĕхĕ ял туризмне аталантарасси пирки хĕрсех калаçнă вăхăтра Красноармейски район администрацийĕ хăйсен тăрăхĕнче тĕнче илтмелле калаçмалли пулăм пирки шăп-шăпăртик кăна ларать. Тен, туристсем ушкăнăн-ушкăнăн йăтăнса килме пуçласан Траксен кедр мăйăрне çисе ярассинчен шикленеççĕ чиновниксем? Вулакан чăтăмлăхне вĕçне çитичченех тĕрĕслес мар-ха, калассине пĕлтерем — ара, Красноармейски тăрăхĕнче кедр вăрманĕ кашланине пĕлетĕр-и-ха эсир? Пĕрре кăна та мар. 47 çулти йывăçсем мăйăр пама та пуçланă ĕнтĕ. Район вăрттăнлăхне тĕнче умне кăлараканнисем вара — вырăнти библиотекарьсем.

Пултаруллă çынсемпе те...

Малтанах вулакана Трак ен тăрăхĕнчи вулавăш тытăмĕнчи маттурсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартас килет. Директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Григорьева каланă тăрăх, паян чăваш вулама пăрахнă тени тĕрĕсех мар. Кĕнекепе пĕрре туслашнисем çак çыхăнăва нихăçан та татмĕç. Кăткăслăхĕ çĕнĕ кĕнекесемпе тата çĕнĕ авторсемпе çыхăннă — вĕсем те, кусем те сахалрах. Малтанхи вăхăтра, калăпăр, вулавăш фончĕ çулсерен 4000 çĕнĕ кĕнекепе пуянланнă тăк пĕлтĕр 2000 кĕнеке кăна çитнĕ библиотекăна. Шкул ачисем, паллах, вĕренÿ литературипе ытларах кăсăкланаççĕ, аслă çултисем вара чăвашлах вуласшăн. Юхма Мишши, Геннадий Максимов, Лаврентий Таллеров, Нелли Петровская, Николай Симунов, Ангелина Павловская, Улькка Эльменĕ — Красноармейскисем паян кăмăлласах вулакан ятсем.

Çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнисĕр пуçне библиотекарьсем хăйсем те тĕрлĕ проект йĕркелесе ирттереççĕ.

— Библиотека çумĕнче тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ ĕçлет, — хутшăнать калаçăва çак тытăмра 30 çула яхăн вăй хуракан Юлия Филимонова. — “Хÿтлĕх” клуб, Литературăпа музыка “Сăмахпа та, кĕвĕпе те, киçтĕкпе те” салонĕ, “21 ĕмĕр гражданинĕ” право культурин шкулĕ хастарлăхпа палăраççĕ.

Вĕсен ĕç-хĕлне йăлтах библиотекарьсем йĕркелесе пыраççĕ. Халăха кулленхи пурнăçра канăç паман ыйтусен хуравĕсене шыраса тĕл пулусене специалистсене чĕнеççĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсем, юристсем хутшăнаççĕ унта. Трак тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян: çыравçăсемпе, ÿнерçĕсемпе, композиторсемпе, ăсчахсемпе... Паллă ентешĕсен пурнăçĕпе паллаштарас тĕллевпе “Трак ен паллă çыннисем” альбомсем хатĕрлесе вĕсен электрон презентацине ирттереççĕ. Пултарулăх ыйтăвĕсемпе районти Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Районта 60 ытла çыравçă. Вĕсен хайлавĕсене пухса библиотека вăйĕпе кăларма пулăшаççĕ. Валентина Рудникова, Клавдия Васильева сăввисем çапла кун çути курнă. Çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Леонид Антонов, Андрей Николаев, Çемен Эреш пултарулăхĕпе çапла майпа паллашнă çынсем.

Кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ иртнине халалласа районта тĕрлĕ мероприяти иртет. Библиотекарьсем “Атте-аннерен хакли çук” сочиненисен конкурсне йĕркеленĕ. Унта шкул ачисемпе пĕрле аслă çултисем те хутшăннă. Трак тăрăхĕнче иртекен тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене мĕнпе хавхалантарас енĕпе халĕ кунта йывăрлăх çук — пурне те тенĕ пек... кедр çамрăк хунавне парнелеççĕ! Тăван çĕршыв Аслă вăрçин паттăрĕсене, çемьене савăнăç кÿрекен çĕнĕ кайăксене, ĕçпе палăрнисене кедр хунавĕпех хавхалантараççĕ.

...мăйăрпа та пуян

Чăваш наци конгресĕпе туслă та çирĕп çыхăну йĕркелени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ Красноармейскисемшĕн. Конгресс ертÿçи Н.Угаслов хăйсене нумай пулăшса пынине палăртаççĕ вулавăш ĕçченĕсем. Шăпах çак пĕрлĕхпе тата районти хастар çынсемпе тачă çыхăнура пулни нумай çĕнтерĕве туптама май парать. Раççейре 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май ЧР Çут çанталăк тата экологи министерстви ирттернĕ конкурса “Кедр тăрăхĕ” проектпа хутшăнса çĕнтернĕ Красноармейски...

Вăт çакăнта ыйту çуралать, ахăр, вулаканăн. Ăçта кедр та ăçта Красноармейски?..

— Тĕрĕссипе, эпир хамăр та пĕлмен малтан — пирĕн районти кедр вăрманĕ Чăваш Енре чи пысăкки иккен, — каласа кăтартать Ольга Николаева аслă методист. — 1 гектар йышăнать вăл, унта пурĕ 1200 ытларах кедр ÿсет. Тепĕр вырăнта та пур кедр вăрманĕ, вăл вара пĕчĕкрех. Çак йывăç вăрăм ĕмĕрĕпе паллă — 800 çул таран “пурăнма” пултарать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ кедр Трак ен символне çаврăнчĕ — пирĕн çынсем çак йывăç пекех çирĕп пулччăр тетпĕр.

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.