Комментари хушас

28 Çу, 2017

Çитес уйăхран Атăл леш енне теплоходсем çÿреме пуçлĕç

Çитес уйăхăн 1-мĕшĕнче Шупашкарти юханшыв портĕнчен теплоходсем Атăлăн леш енне çÿреме пуçлĕç.

Пассажирсене юханшыв транспорчĕпе турттарасси çинчен калакан йышăнăва Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çак эрнере алă пуснă. Навигаци тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Шупашкартан теплоходсем Сосновка поселокне тата Атăлăн сулахай çыранĕнчи пляжа çÿрĕç.

Билет хакĕсене те çирĕплетнĕ. Аслисен 65 тенкĕ тÿлемелле, ачасен - 33 тенкĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: