Сăвăс хăратать…
Республикăри сиплевпе профилактика организацийĕсем сăвăс сăхнă 73 çынна (çу уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне) медицина пулăшăвĕ панă.
Çак йышра — 21 ача. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — кăçал сăвăсран шар курнисен шучĕ пĕлтĕрхинчен /çак тапхăр тĕлне 107 çын пулнă/ сахалрах.
Республикăра сăвăс энцефаличĕпе чирлекенсене тупса палăртас тĕллевпе пуш уйăхĕн çурринчен тытăнса кашни эрнере тĕрĕслев ирттерме пуçланă. Телее, хальлĕхе чир пирĕн тăрăхра палăрман-ха. Анчах хăрушлăх çук мар. Чăваш Ен çыннисем Тутар, Мари Эл республикисене, Киров облаçне тухса çÿреççĕ. Çак регионсенче вара энцефалит паллисене час-часах тупаççĕ.
Сăвăссем саракан инфекцирен сыхланма республикăра халăх йышлă пухăнакан, ачасен сывлăхне çирĕплетекен организацисен çывăхĕнчи территорисене дезинфекцилеме пуçланă. Хальхи вăхăтра çак ĕçе 71,3 гектара яхăн лаптăкра пурнăçланă.