Комментари хушас

23 Çу, 2017

Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Хисеп орденĕпе чысланă

Ĕнер, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври ятлă-сумлă çынсене орден-медальпе чысласси çинчен указ кăларнă. Хисепе тивĕçнисен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур. Çĕршыв ертÿçи ăна Хисеп Орденĕпе чысланă.

Пысăк наградăна тивĕçнисем тĕрлĕ отрасльте ĕçлеççĕ: искусствăра тата ăслăлăхра, ял хуçалăхĕнче тата патшалăх службинче, спортра тата массăллă информаци хатĕрĕсенче.

  • Михаил Игнатьев Чăваш Ене 2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнченпе ертсе пырать. 1999 çулта ăна Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхне суйланă. 2002 çулта вăл республикăн ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçлеме тытăннă. 

www.hypar.ru