Комментари хушас

19 Ака, 2014

Коллектив пултаруллă, партнерсем шанчăклă...

Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçалхи пĕрремĕш кварталта пулăшу ыйтса 113 çын /пĕлтĕрхи çав вăхăтра - 184/ пынă, вĕсенчен 4-шĕ - предприятирен йыша чакарнипе тухса кайма тивнисем.

Официаллă йĕркепе учета илнĕ ĕçсĕрсен хисепĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 44-па танлашнă /иртнĕ çулхи пĕрремĕш кварталта - 31/.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан асăннă тапхăрта 0,5 процент пулнă, 2013 çулхи пĕрремĕш кварталта - 0,33.

Районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паянхи кăларăмра центр ертÿçи Любовь Михайловна КУЗЬМИНА паллаштарать.

- Любовь Михайловна, асăннă тапхăрта миçе çынна пулăшма май килчĕ?

- Кăрлач-пуш уйăхĕсенче ĕç шыракан 92 гражданина вырнаçтартăмăр, çав шутра 2-шне - республика тулашĕнче /вĕсене Мускав облаçĕнче йышăннă/.

Çулталăк пуçланнăранпа вакансисен районти банкне ĕç паракансем 210 заявка панă, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне картотекăра 134 ваканси шутланнă.

Ĕçсĕр тесе йышăннă çынсене пулăшмалли шанчăклă мелсенчен пĕри - профессие вĕрентесси. Асăннă тапхăрта учетра тăракан 15 çын тата 1 пенсионер ку енĕпе пĕлÿ илме кăмăл турĕ: 4-шĕ - уйрăм хуралçă, 2-шĕ - тракторист, 3-шĕ - водитель, 4-шĕ - ЭВМ операторĕ пулма хатĕрленеççĕ, пĕри «1С: Предприяти» программăпа квалификацие ÿстерет, тепри газ котельнăйĕн операторĕн, виççĕмĕшĕ маникюрша ăсталăхĕсене илеççĕ.

Общество ĕçне хутшăнтарнин витĕмĕ те курăмлă. Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе районти предпряти-организаципе - В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕпе, «ДЮСШ-ФСК «Аль» АУ-па, «Тăвай кооператорĕпе», «Тăвай общество апатланăвĕпе», «Тăвай çăкăрĕпе», «Витязь» СПОК-па, «Право», «Шимкусский», «Пилеш» ООО семпе, 2-мĕш ача сачĕпе тата ыттисемпе - çирĕплетнĕ 14 килĕшÿ тăрăх 33 гражданина йышăннă. Ĕçсĕр çынсем лапамсене тасатма, ялсене тирпей-илем кĕртме, палăксемпе мемориалсене пăхса тăма хутшăннă, делопроизводительте тăрăшнă, хатĕр тавара чĕркенĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейленĕ.

Ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр граждансене вăхăтлăх вырнаçтарма тăрăшатпăр. Кăçалхи кăрлачпуш уйăхĕсенче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр асăннă ушкăна кĕрекенсене пулăшас тĕллевпе 2 килĕшÿ çирĕплетсе пĕр инвалида - К.Григорьев предприниматель патне делопроизводителе, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан тепĕр ĕçсĕре «Родник» ООО-на ял хуçалăх продукцийĕ тирпейлеме вырнаçтарнă.

14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта укçа ĕçлесе илмешкĕн май туса парассине тивĕçлипе хакласа 13 килĕшÿ хатĕрленĕ, кăçал çапла майпа 400 ачана вырнаçтармалла. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20-шне йышăннă ĕнтĕ, çав шутра пĕри - йышлă, 11-шĕ сахал тупăшлă çемьесенчен. Унсăр пуçне профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн заведенийĕ пĕтернĕ 18-20 çулсенчи 2 специалист валли кăçал вăхăтлăх ĕç йĕркелеме палăртнă.

Ачана 3 çула çитиччен илнĕ отпускри амăшĕсене пулăшатпăр: çывăх вăхăтрах ĕçе тухас тĕллевлĕ 1 хĕрарăма профессие вĕренме ятăмăр. Сăмах май, иртнĕ çул ку йĕркепе патшалăх пулăшăвĕн мероприятийĕсене хутшăнса 8-ăн хушма специальноç илнĕ.

- Профессие вĕрентни, ăсталăха ÿстерни, вăхăтлăх вырнаçтарни, паллах, йывăрлăха лекнĕ çыншăн çăлăнăç пулса тăрать. Кун пех чухне унăн чун туртăмне, пултарулăхне шута илетĕр-и е мĕн сĕннипех çырлахма сĕнетĕр-и?

- Унсăрăн епле-ха? Малтанах професси ориентацийĕн пулăшăвне паратпăр, психологи хÿтлĕхĕн программисене, ваканси ярмăрккисене йыхравлатпăр. Кăçал профориентаци пулăшăвне 118 çын тивĕçнĕ. Нарăс тата пуш уйăхĕсенче «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн психологĕсем йĕркеленĕ «Тавлашуллă лару-тăрăва татса парасси» тата «Майсем уçăмлă» тренингсене 20-ĕн çÿренĕ, вĕсенчен 6-шĕ ĕç тупнă. 4 ярмăрккана 17 организаци хутшăнса 82 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Унта йыхравланă 22 çынран 11-шĕ хăйсене юрăхлă вырăн тупнă. Унсăр пуçне ĕç паракансенчен 38-шĕ тата 115 гражданин центрта рынокри лару-тăрупа паллаштаракан информацие илнĕ. Сайтра вырнаçтарнă 152 хыпарта тата пичет кăларăмĕсенче çапăнса тухнă 4 статьяра ĕç шыракансене кирли сахал мар пулнă.

Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи кăткăслăхне сирмелли хушма мероприятисен 2014 çул валли палăртнă тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал 2 инвалида тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 2-шне вырнаçтармашкăн 199 пин тенкĕ уйăрнă. Йышлă çемьеллĕ ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне С.Иванов предприниматель çĕвĕçе йышăнчĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçипе В.Грачевпа сусăра хурала вырнаçтарма килĕшсе татăлнă.

- Кăçалхи тĕллевĕрсем чăннипех пысăк апла...

- Центрăн пĕлтерĕшлĕ тивĕçĕсенчен пĕри - ĕç рынокĕн лару-тăрăвне йĕркеллĕ тытса тăрасси, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тата ĕçсĕр инвалидсене, сусăр тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли республикăн тĕллевлĕ программисен кăтартăвĕсене пурнăçласси.

Çавна май районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн 2014 çулта ĕç шыракан 803 çынна - çав шутра 14-18 çулхи 400 çамрăка, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн заведенийĕ пĕтернĕ 2 специалиста, йывăрлăха лекнĕ 8 ĕçсĕре, килĕшÿ тăрăх обществăн тÿлевлĕ ĕçне 174 гражданина - вырнаçтармалла. Унсăр пуçне вакансисен тата вĕренÿ вырăнĕсен 7 ярмăрккине ирттермелле, 21 ĕçсĕре, 1 пенсионера, ачана 3 çула çитиччен пăхма илнĕ отпускри 8 амăшне профессие вĕрентмелле, социаллă адаптаци енĕпе 30 çынна патшалăх пулăшăвĕпе, 20-шне психологи хÿтлĕхĕпе тивĕçтермелле, 435 çынна профориентаци памалла, 5 ĕçсĕр çынпа унăн çемйине центр янипе ĕçе вырнаçмашкăн тепĕр региона куçса каймашкăн май туса памалла. Çавăн пекех ĕçсĕрлĕх статусне предпринимательĕннипе улăштарас е хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелес тĕллевлĕ 3 çынна юридици сăпатĕнче тăнине регистрацилемешкĕн пĕр хутчен укçан пулăшмалла.

Умри тĕллевсем чăннипех пысăк. Вĕсене пурнăçлама пултарасси иккĕлентермест: коллектив çамрăк та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, кашниех хăйĕн вырăнĕнче ăста специалист шутланать. Партнерсем те шанчăклă, вĕсемпе тытакан хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Район администрацийĕ, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ витĕмлĕн пулăшса пыни палăртнине пурнăçлама май парать те ĕнтĕ.

 

 

Калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.