Комментари хушас

17 Çу, 2017

Çул çÿрев компенсацийĕ тата «сад» маршручĕсем

Çурхи кунсем пуçлансанах пенсионерсене çул çÿрев билечĕ туянасси, ăна хăш маршрут валли сутни, компенсацие тивĕçесси тата палăртнă вырăна ытлашши тăккаланмасăр çитесси канăçсăрлантарма тытăнчĕ.

Çăмăллăха пăрахăçламан

Çынсене çăмăллăхлă çÿрев тата дача маршручĕсем пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парас тĕллевпе ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх тата транспортпа çул- йĕр министрĕсем Сергей Димитриевпа Владимир Иванов «Автобуссен сезонлă маршручĕсем тата çул çÿрев компенсацийĕ» темăпа массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли брифинг йĕркелерĕç. Унта асăннă тытăмсен структура подразделенийĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, граждансен çăмăллăхпа çÿремелли ирĕкне пăрахăçламан, унпа тивĕçтермелли йĕркене çĕнетсе улăштарнă кăна. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.