Комментари хушас

16 Çу, 2017

Ултава каçарма йывăр

Çемьене упраса хăварас тесен вара — кăмăла çемçетмеллех

Телейлĕ те çирĕп çемье çавăрма кам ĕмĕтленмест? Пурнăç хакне тĕрĕс ăнланакан кашни çын çемье вучахне чĕртнĕ самантра ку уншăн яланлăхах тесе шухăшлать ахăртнех. Çемье чăмăртанă чухне çамрăк мăшăра ЗАГС ĕçченĕсем свидетельствăпа пĕрле алла телей уççи те тыттарас тăк çĕр çинче тăнăç кил-йышсем çеç пулĕччĕç... Этемлĕх саккунне хирĕç каяймăн: кунашкал телее пĕр сукмакпа утса пурнăç тумхахĕсене пĕрле çĕнтерсе пырсан кăна тупма пулать.

Юлашки çулсенче республикăри чылай район-хулара ЗАГС ĕçченĕсем уйрăлакан мăшăр йышланнине пăшăрханса пĕлтереççĕ. Çакă мĕнле сăлтавсемпе çыхăннине тĕпчесе пĕлни çынсенчен ытларахăшĕ уйрăлу çулĕ çине мĕнле лару-тăрура тăнине аван кăтартать. Акă Канашри ЗАГС уйрăмĕ ирттернĕ анкета пĕтĕмлетĕвĕпе, çакнашкал йышăну тăвакансен виççĕмĕш пайĕ мăшăрĕ урăххи патне чупнине каçарма пултарайманран хут уйăрттарма шухăшланă. Мăшăрсенчен пĕри эрех-сăра авăрне иленнипе, арăмĕ е упăшки аякка ĕçлеме çÿренипе сăлтавланнă уйрăлу та йышлă.

Расна çулпа утас шухăш патне çитекен мăшăрсен йышне епле пĕчĕклетмелле-ха? Çак тата çемьепе çыхăннă ытти ыйту тавра Канашри ЗАГС ертÿçипе Танзиля Фасхутдиновăпа калаçрăмăр.

— Танзиля Иматдиновна, республикăри статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 2016 çулта çемье чăмăртакансен йышĕ малтанхи çулхинчен пĕчĕкленни, уйрăлакансен йышĕ вара кăштах ÿсни паллă. Канаш тăрăхĕнче лару-тăру еплерех йĕркеленсе пырать? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.