Алькешри садик кăçалхи çурла уйăхĕнче уçăлмалла
Шупашкарта кăна кăçал тăватă çĕнĕ садик тума пуçăннă. Вĕсенчен пĕринче, Алькеш поселокĕнче çĕкленекеннинче, строительство ĕçĕсем мĕнлерех пынине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян вырăна тухса тĕрĕслерĕ.
Роза Люксембург урамĕнче хута каякан çĕнĕ обĕект Алькеш поселокĕнчи пĕрремĕш садик пулĕ. Ку таранччен асăннă микрорайонта пурăнакансем хăйсен тĕпренчĕкĕсене Кăнтăр поселокĕнчи е тĕп хулан ытти районĕнчи ача садне илсе çӳренĕ. Юлашки çулсенче район нумай хутлă çуртсемпе пуянланнă май кунта пурăнакан çамрăк çемьесем те самай йышланнă. Çавна пула ача сачĕн кирлĕлĕхĕ малтанхинчен те ӳснĕ. Çапла хула администрацийĕ кунта 12 ушкăнлăх, 240 вырăнлăх ача сачĕ хăтлама палăртнă. Икĕ хутлă çурта хăтлама проектпа килĕшӳллĕн 142 миллион тенкĕ тăкаклама тивĕ.
— Хальхи вăхăтра сторительство графикпа килĕшӳллĕн пырать. Тĕп ĕçсене пурнăçланă та ĕнтĕ. Паян кунта вентиляци монтажĕн, çурта хутса ăшăтмалли тытăмăн пăрăхĕсене вырнаçтарас, бассейна кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерес, чӳрече-алăк лартас ĕçсем пыраççĕ, — ĕç-пуç мĕнле тапхăрта пулнине уçăмлатать хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.
Çĕртме уйăхĕнче обĕекта вĕçлеме палăртаççĕ. Садике пĕтĕмĕшле тирпей-илем кĕртсе Хула кунĕ тĕлне уçасшăн. Анчах Михаил Игнатьев подрядчик организацирен илĕртӳллĕ çурта хăйсем хăçан çӳреме пуçлассине чăтăмсăррăн кĕтекен ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн кăмăлне шута илме ыйтасшăн. «Булат» тулли мар яваплă обществăн ертӳçи ĕçе май пур таран хăвăртлатма шантарчĕ.
Строительсен, проектировщиксен хăш-пĕр «шăйрăкĕсене» асăрханă май Михаил Васильевич хăйĕн шухăшне уççăн палăртрĕ:
— Ăнланатăп-ха: лайăх хуçа перекет çинчен шухăшламаллах. Анчах ку обьекта кама валли тунине ан манăр — ачасем çинче перекетлени вырăнсăр.
Пахалăха тĕпе хурса ĕçлемеллине асăрхаттарнă май Пуçлăх бассейна сырнă материал юрăхлăхĕ пирки иккĕленчĕ. Май пулсан ăна лайăхраххипе халех улăштарма сĕнчĕ.
Вырăнта пурăнакан ача-пăчаллă çемьесемшĕн садик чăннипех пысăк парне пуласси иккĕлентермест.
Çуллахи тапхăрта Алькеш поселокĕнчи садик кăна мар, хальлĕхе хĕрсех стрительство ĕçĕсем пыракан ытти виçĕ ача сачĕ те /Радужнăй, Садовăй районĕсенче, Çĕнĕ хулара çĕклекеннисем/ хута каясса шантарчĕ сити-менеджер. Çĕнĕ районсенче «ӳссе ларнă» çуртсем йышлине шута илсе: «Садиксенчен пĕри те çурма пушă пулмĕ», — терĕ Алексей Олегович.
Çитес уйăхсенчех çĕнĕ садике çӳреме пуçлассипе çыхăннă савăнăçа тĕп хулари 1000 яхăн ача кĕтет.
Людмила, 39 çулта, Алькеш поселокĕ:
- Пирĕн çемьери аслă ывăл Калинин районĕнчи 131-мĕш садике çÿрерĕ. Халĕ акă иккĕмĕш ачапа декретра ларатăп. Хальлĕхе вăл çулталăк çурăра кăна-ха. Кĕç-вĕç хамăр пурăнакан çуртпа юнашарах ача сачĕ уçăлассине пĕлсе чунтан хĕпĕртетпĕр. Садик пурăнакан вырăнпа çывăхра пулни ирсерен ĕçе васкакан ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери меллĕ.