Комментари хушас

10 Çу, 2017

Ĕмĕрсен хушшинчи çул

Чăваш Республики урлă хывнă Хурăнлă çул ячĕ тĕрлĕрен. Ăна Кĕтерне çулĕ, Арестантсен çулĕ, Почта çулĕ, Çар çулĕ, Тимĕр тăлăллă çул, Çĕпĕр çулĕ тесен те лайăх пĕлеççĕ. Унăн историйĕ 1689 çула илсе таврăнать. Ун чухнехи Нерчинск килĕшĕвĕ Раççейпе Китай хушшинчи суту-илĕве аталантарма май панă. Çавăнпах Мускава Çĕпĕрпе çыхăнтаракан çул тума йышăннă. Анчах ĕçе вăхăтра пуçлайман. 1730 çулсенче тин Çĕпĕр çулĕ хывма тытăннă. Вăл Мускавран пуçласа Муром, Козьмодемьянск, Хусан, Ось, Пермь, Кунгур, Екатеринбург, Тюмень, Тобольск, Тара, Каинск, Колывань, Енисейск, Иркутск, Вернеудинск хулисенчен иртсе Нерчинска çити тăсăлать. Унăн тăршшĕ 11 пин километрпа танлашать.

Хĕрÿ ĕç пуçлансан çул айккипе çынсем çурт çĕклеме пуçланă. Хăш-пĕр çĕре вăйпах куçарнă халăха. Вĕсем патшалăх çăмăллăхĕпе усă курма пултарнă.

Çак çулпах почта турттарнă. Ку ĕç лавçăсемпе хресченсем çине тиеннĕ. Сăмах май, Правительствăн почта курьерĕсем шăнкăравпа çÿренĕ, çавăнпах вĕсем килни таçтанах илтĕннĕ. Ирттерсе яманнисене тимĕр тăхапа çапса хăварнă вĕсем. Шăнкăрав сасси илтĕнсенех почта станцийĕнче улăштармалли лашасем хатĕрлесе хумалла пулнă — лавçăн вăрах тăма юраман.

1783-1883 çулсенче Çĕпĕр çулĕпе вăтамран 1,5 миллион арестант утса иртнĕ. Çав çынсем сăмах чĕнмесĕр, пуçа чиксе çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварнă. Сăнчăр сасси хăлхана çурнă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.