Комментари хушас

9 Çу, 2017

Шупашкарта Çĕнтерÿ кунне сумлăн уявларĕç

Паян, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, "Çĕнтерÿ" мемориал комплексне çын йышлă пухăнчĕ. Вăрçă çулĕсенчи юрăсене итлесе çар мухтавĕн монуменчĕ патнелле утрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечек кăшăлĕ хучĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, вăй ведомствисен представителĕсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх канашĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. 

Шăп 12 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурне те Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕ. Уявăн тĕп саманчĕ Çĕнтерÿ парачĕ пулчĕ. Ăна ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник йышăнчĕ. 

Михаил ИГНАТЬЕВ, ЧР Пуçлăхĕ: 

- Çак уяв - пирĕн халăхăн паттăрлăхĕпе хастарлăхне, Тăван çĕршыва хĕрÿллĕн юратнине сăнарлакан чи çутă символ. Республикăра çуралса ÿснĕ 200 пин ытла çын тăшманпа çапăçма тухса кайнă, 106 пине яхăн ентеш каялла таврăнайман. Эпир вĕсене нихăçан та асран кăлармăпăр. Вăрçă паттăрĕсен умĕнче пуçăмăра таятпăр. 

Николай АНДРЕЕВ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ:

- Фронта 16 çулта - 1944 çул пуçламăшĕнче - хамăн ирĕкпе тухса кайрăм. Сăмах май, манăн асатте те патша çарĕнче 25 çул службăра тăнă. Эпĕ хам çапăçусенче çĕнтерсе Будапешта çитрĕм. Вăрçă хыççăн та тата ултă çул çар-тинĕс флотĕнче службăра тăтăм. 

Николай ГРИГОРЬЕВ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ:

- Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çурçĕр фронтĕнче çапăçрăм. Çĕнтерĕве Соловецк утравĕсем çинче кĕтсе илтĕм. Ун чух 18 çулта çеç пулнă. Акă пилĕк кунтан 90 çул тултаратăп. Халĕ те туйса тăратăп 1945-мĕш çулхи çĕнтерĕвĕн савăнăçне. 

Николай КАЗАКОВ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ:

- Манăн атте, Нил Казаков, вăрçăра связист пулнă. Тăван çĕршыври хуласемпе ялсене ирĕке кăларса Берлина çитнĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та Австрире виçĕ çул службăра тăнă. Халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ аттем. Унăн ячĕ, паттăрлăхĕ чĕремĕрте. 

www.hypar.ru