Пĕри кайнă, виççĕшĕн полномочийĕсене тăснă
Раççей Генеральнăй прокурорĕн хушăвĕсемпе Чăваш Енри районсен виçĕ прокурорĕн полномочисен вăхăтне тăснă, пĕр прокурора вара должноçран хăтарнă.
ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Генпрокурорăн ака уйăхĕнчи хушăвĕсемпе юстицин аслă советникĕсен — Комсомольски районĕн прокурорĕн Владимир Николаевăн, Тăвай районĕн прокурорĕн Оксана Ястребовăн тата Йĕпреç районĕн прокурорĕн Валерий Гришинăн полномочи вăхăтне пилĕк çуллăха тăснă. Тепĕр хушупа вара юстицин аслă советникне Владимир Степанова Етĕрне районĕн прокурорĕн должноçĕнчен хăтарнă. Сăлтавне «урăх ĕçе куçнă май» тесе палăртнă.