Комментари хушас

Çуркунне тата Ĕç уявĕсене ирттерни, çурхи уй-хир ĕçĕсем, Çĕнтерÿ кунне паллă тăвасси, пушар хăрушсăрлăхĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура пăхса тухнă тĕп ыйтусем пулчĕç.

Сăн-питре — ăшă кулă

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра Çуркунне тата Ĕç уявне халалланă вун-вун мероприяти — концертсем, митингсем, куравсемпе тĕлпулусем, ташă каçĕсем — иртнĕ. Уява салют вĕçленĕ. «Чăвашрессовпроф» пĕрлешÿ председателĕ Анатолий Коршунов уяв пысăк шайра иртнине, çынсен кăмăлне кайнине палăртрĕ.

«Çынсем çакнашкал мероприятисене питĕ хутшăнасшăн. Хăшĕ-пĕри каланă пек пин-пин çынна урама вăйпа илсе тухаймăн, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хăй те тĕп хулари мероприятисене хутшăннăскер. — Ачасем, ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ — çемьесен сăн-питĕнче ăшă кулă çиçет. Кăмăллă, чуна хăпартлантаракан лозунгсем хатĕрленĕ тата. Çынсем туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасшăн, хăтлă пурнăç тăвасшăн — халăх пысăк йышпа çакăн евĕр уявсене хутшăнни çакна çирĕплетет те ĕнтĕ».

Хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ

Кăçал çанталăк çĕр ĕçченĕн çирĕплĕхне вăйлах тĕрĕслет. Малтан сивĕ тăчĕ, унтан сасартăк ăшăтса ячĕ. Çĕр хăвăрт пиçсе çитрĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра 19 муниципалитет çур акине тухнă. Муркашсем /вĕсем çирĕпленнĕ йăлапа çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ака ĕçĕсене пуçлама палăртнă/ тата Сĕнтĕрвăррисем /ыттисенчен кая юлни¬не вĕсем ку тăрăхра çĕр пиçсе çитейменнипе сăлтавлаççĕ/ çеç тăрса юлнă. Хуçалăхсем 13 пин гектар акнă ĕнтĕ. Хирте куллен пине яхăн техника, 10 пин ытла çын ĕçлет. Пĕтĕмпе кăçал 320 пин гектар акса хăвармалла.

Министр палăртнă тăрăх — кĕрхисем аван хĕл каçнă. Вăтамран 2,3 процент пĕтнĕ. Ку кăтарту, тĕпрен илсен, пысăк мар. Тухăç вăрлăх пахалăхĕнчен нумай килни паллă ĕнтĕ. Çакна шута илсе хуçалăхсем кондицие ларнă вăрлăхпа усă курма тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе те кăтарту япăх мар — 96 процент. Удобренипе 56 процент тивĕçтернĕ.

Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра нÿрĕк тытса хăварас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелли, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли, çак тĕллевпе инвесторсене ытларах явăçтармалли çинчен асăрхаттарчĕ. Малалла вулас...

 

Валентина БАГАДЕРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.