Комментари хушас

3 Çу, 2017

«Çĕр çинче çынла пурăнма пире мĕн чăрмантарать?»

10-мĕш класра вĕренекенĕн ыйтăвĕ республика Пуçлăхне те тĕлĕнтерчĕ пулĕ

Мускаври пĕртăван Знаменскисем ячĕллĕ Олимп центрĕнче нумаях пулмасть иртнĕ Пĕтĕм Раççей «Çĕнтерÿçĕсене халалланă марш. Стройпа юрă куравĕ» конкурсра Чăваш Ен командисем мала тухни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Вăрнар районĕнчи Калининăри, Хĕрлĕ Чутайри тата Муркашри вăтам шкулсенче вĕренекен кадетсем Мускав, Подольск, Орехово-Зуево, Серпухов, Кивĕ Оскол хулисенчен, Тутарстанран, Ямал-Ненец автономи округĕнчен килсе çитнĕ тантăшĕсемпе тĕрлĕ енлĕн тупăшса çĕнтерÿçĕсен ретне тăни республикăшăн пысăк çитĕнÿ.

Раççей шайĕнчи ăмăртура Чăваш Ен ятне чыслăн хÿтĕленĕ ачасемпе çамрăксене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртне пухрĕ. Маттурсене тав тума, малашлăхра çитĕнÿсем сунма тата, паллах, вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусем тавра уççăн калаçма. Кадетсем хăйсем чăн-чăн патриот пулнине ĕнентерсе, ÿсĕмне кура та мар-и тен, çивĕч калаçу пуçарчĕç. Акă Калинино вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлÿ илекен Евгения Ластухина экологи темине хускатрĕ — тавралăха çÿп-çаппа тирпейсĕрлетни çинчен чунне ыраттарса калаçрĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.