Комментари хушас

28 Ака, 2017

"Хыпар" ИÇ тěп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев "Çичĕ юрă" кăларăма хутшăннă

"Хыпар" Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев ĕнер Чăваш нацио радиовĕпе эфира тухакан "Çичĕ юрă" кăларăма хутшăннă. Тÿрĕ эфирти калаçу 20 сехет те 20 минутран пуçласа 22 сехетчен тăсăлнă.

Олег Прокопьев радиожурналист ертсе пыракан кăларăма Дмитрий Андреевич "Хусан чăвашĕсем" ушкăнăн "Кăвакарчăн", Фаридапа Стас Владимировăн "Чун савни", Александр Васильевăн "Шурă чарлан", Анастасия Егоркинăн "Салтак", Иван Архиповăн "Ытарайми анне", Любовь Афанасьевăн "Савнă ялăм", Анатолипе Надежда Никитинсен "Пурнăç урапи" юррисемпе хутшăннă.

Радиоитлекенсем эфира йышлăн шăнкăравланă. Вĕсене Анастасия Егоркинa шăрантаракан "Салтак" юрă уйрăмах килĕшнĕ, Чăваш наци радио эфирĕнче унччен илтмен тенĕ май вăл юрра суйланăшăн тав тунă. "Кăларăм ертÿçи чăваш эстрадине яланахиллех критиклеттересшĕнччĕ, анчах эпĕ лару-тăрăва объективлă хаклама тăрăшрăм", - терĕ Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ.

Дмитрий Моисеев хутшăннă кăларăма вырсарни кун, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ирхи 10 сехетре тепĕр хутчен итлеме май килě.

www.hypar.ru