«Çиле хирĕç пулсан та малаллах утасчĕ»
Унăн пултарулăхĕнче тăван тăрăха, Тăван çĕршыва юратни, чăвашлăха упрасси, шкулпа ял пурнăçĕ, ача-пăча тĕнчи, çамрăклăхпа юрату, ĕненÿпе шанчăк, чун тасалăхĕпе кăмăл-туйăм тĕнчи тĕп вырăн йышăнаççĕ. Йăлана кĕнĕ ярăмри черетлĕ статьяна хатĕрлеме Патăрьел районĕнчи Тăрăнти тавра пĕлÿçĕ, поэт, юрăсен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник, музыкант Леонид Лялькин-Çилкас патне çитрĕмĕр.
Геннадий Айхипе пĕрле вĕреннĕ
— Леонид Матвеевич, эсир Çилкас хушма ятпа çыратăр. Мĕне пĕлтерет вăл? Эсир пурăнакан кас çавăн пек ятлă мар пулĕ те?
— Пурнăçра ялан çил касса малалла утмалла. Çиле хирĕç, парăнмасăр, хăюллăн утасчĕ тесе Çилкас псевдоним шухăшласа тупрăм. Хам вара Çÿлти касра пурăнатăп. Малалла вулас...