Комментари хушас

26 Ака, 2017

Словаре те кăсăклă роман пекех вулама пулать

Тĕпчев интереслентернĕрен филологи наукисен кандидачĕ ачине садикрен илме те маннă

Вăл хăйĕн тĕпчев ĕçĕн темине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне суйласа илнĕ те тек улăштарман. Çирĕм çул юратса, чуна парса ĕçлет. Сăмахăм филологи наукисен докторĕ, çÿлерех асăннă аслă шкулти вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Людмила Борисова çинчен. Людмила Валентиновнăн «Чăваш халăхĕн менталитечĕпе культури чĕлхере сăнарланнă» ĕçĕсен ярăмне Чăваш Республикин патшалăх премине илме тăратнă.

Докладран пуçланнă ĕç

— Сирĕн ĕçĕр çав тери интереслĕ пек туйăнать…

— Ку ярăм виçĕ кĕнекерен — икĕ томлă монографирен тата пĕр словарьтен — тăрать. «Чĕлхе тĕнчене ăнланма пулăшни» монографин пĕрремĕшпе иккĕмĕш томĕсем 2013-2014 çулсенче пи-четленчĕç. Лингвокультурологи словарĕ 2015 çулта кун çути курчĕ. Ку ярăм — чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине танлаштарса 20 çул тĕпченин пĕтĕмлетĕвĕ. Çак шухăш патне 1993 çулта, 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне, пырса тухрăм. Аниса Алексеева тĕрлĕ чĕлхене танлаштарассипе çыхăннă «Танлаштаруллă лингвистика, контрастивистика» курса ертсе пыратчĕ. «Студентсен наука конференцийĕ валли доклад хатĕрлер», — илĕртрĕ вăл мана ун чухне. Çав докладран пуçланчĕ те пĕтĕм ĕçĕм. Доклада хатĕрленĕ вăхăтра Николай Ашмаринăн 17 томлă словарьне, Даль словарьне, вырăс чĕлхин пысăк академи словарьне кăсăклă роман пек вулама пуçларăм. «Словарьсемпе кăна мар, фольклор материалĕсемпе те усă курасчĕ», — сĕнчĕ Аниса Павловна. Ултă томпа тухнă «Чăваш халăх сăмахлăхне» тишкертĕм. Интересленсе кайрăм та тĕлĕнмелли самай сиксе тухрĕ. Калăпăр, куккук чăваш сăмахлăхĕнче ырă кайăк. Куккукпа тăвана, савнă хĕре танлаштараççĕ. Вырăссемшĕн куккук — ачисене пăрахнă хĕрарăм, начар кайăк. Чăваш культуринче тăван, тăванлăх пĕлтерĕшĕ çав тери хаклă. Çавнашкал уйрăмлăхсем мана питĕ кăсăклантарчĕç. Суйланă темăпа çулсеренех курс ĕçĕ хатĕрлерĕм, унтан диплом ĕçĕ çыртăм. Ăна тарăнрах тĕпчесе 2004 çулта кандитат диссертацийĕ хÿтĕлерĕм. Диссертаципе ĕçленĕ чухне «Тĕнчери чĕлхе ÿкерчĕкĕ» ăнлава асăрхарăм. Тĕнче сăнарĕ кашни чĕлхерех палăрать. Тĕнче сăнарне чĕр чун, ÿсен-тăран тĕнчисем, çут çанталăк пулăмĕсем тата ытти те кĕреççĕ. Çавсене икĕ чĕлхере танлаштарса тишкернĕ чухне интересленсе каяттăм та вăхăта та пăхмастăм. Çапла, ачана садикрен илме манни те пулнă. Эпĕ, мĕнле калас та, чуна парсах, савăнсах ĕçлетĕп. Пурин çинчен те манатăп, çавăнпа телейлĕ.

— Лингвокультурологи словарĕ… Мĕнле словарь вăл?

— Мухтанса каламастăп: Раççей чĕлхе пĕлĕвĕнче кун пек словарь тек çук. Вырăс тата акăлчан чĕлхисен лингвокультурологи словарĕсене те кăларман. Кÿршĕллĕ тутарсен те çук вăл. Ученăйсем лингвокультурологи ыйтăвĕсене тĕпченипе паллашнă вăхăтра мана Хусан патшалăх университечĕн лингвокультурологи шкулĕн ертÿçин Радиф Замалетдиновăн монографийĕ кăмăла кайрĕ. «Тутар халăхĕн лингвокультурологи словарьне хатĕрлесен лайăх пулĕччĕ», — тенĕ хăйĕн монографийĕнче Радиф Рифкатович. Çак шухăша вуларăм та çунатланса, хавхаланса кайрăм. «Ара, манăн монографирен юлнă материал чылай, вĕсемпе усă курса çакăн пек словарь кăлараятăп-çке», — терĕм. 2015 çулта словарь кун çути курчĕ. Пĕлтĕр Хусан университетĕнче доктор диссертацине хÿтĕлерĕм. Хамăн ĕçсене илсе кайнăччĕ. Хайхи Радиф Рифкатович словаре курчĕ те икĕ пĕççине шарт çапрĕ. «Эх, маларах ĕлкĕрчĕç! Тутарсен çук, чăвашсен вара пичетленсе тухнă», — терĕ. Вĕсем словаре çав тери мухтарĕç. «Пирĕн те çине тăрсах çакăн пек словарь кăлармалла», — терĕç. Чăваш чĕлхинче те, вырăс чĕлхинче те нумай сăмахăн хăйĕн тĕп пĕлтерĕшĕсĕр пуçне ытарлă, куçăмлă пĕлтерĕшĕ пур. Калăпăр, юман — йывăç. Ку унăн тĕп пĕлтерĕшĕ. Анчах Юман – арçын ячĕ те. Çав вăхăтрах чăваш культуринче юман йăхри аслă ăрури арçынсене те — аттене, асаттене, мăн асаттене, хушăран пиччене те — пĕлтерет. Юман атте, юман асатте, юман пичче сăнарĕсем чăваш халăх юррисенче питĕ нумай. Тĕслĕхрен, «уйра ларан ват юман, атте тесе, ай, кайрăм та, килех ывлăм, ай, темерĕ». Е тата вырăс культуринче хурăн — пике, качча каякан хĕр сăнарĕ. Чăваш культуринче те вăл хĕре, хĕрарăма пĕлтерет. Анчах вăл хурлăхлă, хурланакан хĕр. «Хурăн лартакан хур куракан», — теççĕ чăвашсем. Енчен те вырăс хĕрне хурăнпа танлаштарни ăна ырлани, мухтани пулать тĕк, чăваш хĕрĕшĕн ун пек мар. Çак словарьте — чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ, тавра курăмĕ, тĕнчене ăнланни. Пĕтĕмпе унта 428 сăмах кĕнĕ.

Ăмăрт кайăк, кăвакарчăн, чĕкеç — Турă кайăкĕсем

— Калăр-ха: словарь мĕнлерех тематика ушкăнĕсенчен тăрать?

— Ÿсен-тăран тата чĕр чун тĕнчисем, çулталăк вăхăчĕсем, çанталăк, çут çанталăк пулăмĕсем, çын илемĕ, çывăх хутшăнусем, пурнăçпа шăпа, ырăпа усал тата ытти те. Калăпăр, мăян /лебеда/ вырăс культуринче чухăнлăх палли шутланать. Чăваш культуринче урăхларах. «Пирĕн пата килсессĕн хулай таран мăянĕ. Мăянĕ мар, пуянĕ, пуянĕ мар, нушийĕ», — çапларах юрланă чăвашсем мăян пирки. Çапла, мăян чăвашшăн чухăнлăх мар. Пуянлăх паллиех, анчах телей кÿмен пуянлăх палли. Йывăçсем патне таврăнар-ха. Чăваш культуринче кăна йывăç тăванлăха пĕлтерет. Атте, асатте — юман, хунав юман — пичче; анне, асанне, аппа — çăка; шăллăм — шĕшкĕ, йăмăк — йăмра, хăва. Кин, инке, хуняма — хурăн; йысна, хуньăм — хурама; кĕрÿ — вĕрене. «Хурама айĕнче хуньăм пур, хурăн айĕнче хуняма пур», — юрланă несĕлĕмĕрсем. Вырăссемпе тутарсен çакнашкалли пачах çук. Манăн наука ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашсан тутар ученăйĕсем тĕлĕннине палăртрĕç: «Эпир пĕр кăкран тухнă халăхсем пулин те пирĕн ун пек мар». Тăмана чăвашсемшĕн кăна ухмаха сăнарлать. Нумай халăхшăн çак кайăк — ăс палли. Чăваш ăслă çынна ăмăрт кайăкпа танлаштарать. «Ăмăрт кайăк пек ăслă пулăр, тăмана пек тĕклĕ пулăр», — пилленĕ ĕлĕк ваттисем çамрăксене. Пыл хурчĕ нумай халăхăн ĕçченлĕх палли шутланать. Чăвашшăн вăл сăваплă та. «Турă юратакан хурт-кăпшанкă», — теççĕ ун пирки. «Пыл хурчĕн вĕллине çĕмĕрекене Турă нихăçан та каçармасть», — каланă йăхташсем. Вăл пысăк çылăхсен шутне кĕнине ĕненнĕ. Ăмăрт кайăк, кăвакарчăн, чĕкеç — Çÿлти Пÿлĕхçĕ кайăкĕсем. «Кăвакарчăнпа чĕкеçе Турă та юратать», — теççĕ ваттисем. Вырăссем хĕр-хĕрарăма пăрчăканпа /трясогузка/ танлаштармаççĕ. Вырăссемшĕн хĕр — шурă акăш, сăрă /сизый/ кăвакал, яштака хурăн. Чăваш культуринче хĕр-упраçа юратса — чĕкеç, вăр-вар та йăрă пулсан пăрчăкан теççĕ. Чăваш халăхĕн туй юррисенче кине мухтаса юрланă чухне: «Пăрчăкан пек уттийĕ пур», — теççĕ. Вырăссем ăмăрт кайăкпа арçынсене кăна танлаштараççĕ, чăвашсем вара хĕрсемпе хĕрарăмсене мухтанă чухне те мăнаçлă çак кайăка аса илеççĕ. «Ăмăрт кайăк анне пурччĕ, ир пулсассăн салататчĕ, каç пулсассăн пуçтаратчĕ», — юрлаççĕ чăваш халăх юрринче. Е тата «Тухса пăх-ха, килеми, ăмăрт кайăк кин килчĕ, услам çу хыпас тет. Чĕлхи çемçе пултăр тет».

«Матушка лень старше нас», — каларăша куçарас тенĕ чухне шалт аптăрарăм. «Матушка лень» тенине мĕнле куçарас? Куçмасть. Мĕншĕн тесен чăваш культуринче анне сăваплă. Унпа ыррине кăна танлаштармалла. Анне кахал теме çук. Вырăс халăхĕшĕн наянлăх пысăк çылăхах та мар иккен. «Ĕç кашкăр мар, вăрмана тармасть», — тесе ахальтен каламаççĕ иккен вĕсем. Чăвашшăн ÿркевлĕх — питĕ япăх. Вăл çыннăн чи начар енĕ. Ахальтен-им чăвашсен ĕçченлĕхне палăртаççĕ. «Чăваш ачин хăрах ури сăпкара, тепĕр ури акара», «Виççĕри ывăл ашшĕне, виççĕри хĕр амăшне пулăштăр», — тенĕ пирĕн мăн асаттесем. Çапла вара çыннăн ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕ чи лайăх енсем тесе шухăшлать чăваш халăхĕ. Унпа танах ăса мала хурать. «Пуçра ăс пултăр, алăра ĕç пултăр», «Ăсна çухатиччен пуçна çухат», — тенĕ ĕлĕк ваттисем. Вырăс тата чăваш чиперккисен хушшинче уйрăмлăх пур-и? Пур. Вырăссем чиперука сăнланă чухне куç, куç харши, куç хăрпăкĕн илемне чи малтан асăнаççĕ. Чăвашсем пике илемне сăнланă май тута пирки калаççĕ. «Çÿхе хут пек тути пур», — кине ырласа юрлаççĕ туй юррисенче. Тата куллине, уттине, çинçе пилĕкне сăнлаççĕ: «кулли ирхи шуçăм пек», «утти акăш уттийĕ», «пĕвĕ хăва е хăмăш хулли пек». Кирек мĕнле тематика ушкăнне илсен те хăйне евĕрлĕх çав тери нумай.

— Чăваш чĕлхеçисем словаре мĕнле хак пачĕç?

— Чăваш ученăйĕсем те ăна ырларĕç. «Чăваш лингвокультурологийĕнче пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Борисовăн ĕçĕсен витĕмĕпе чăваш лингвокультурологи аталанса кайрĕ, тÿрех Раççей шайне тух-ма пултарчĕ», — терĕ Николай Егоров тюрколог. Кÿршĕ республикăсенчи, Мускаври ăсчахсем те пысăк хак парса пахаларĕç.

Асламăшĕпе тата кукамăшĕпе чăвашла пупленĕ

— Калăр-ха: чăвашпа вырăсăн менталитечĕн уйрăмлăхĕ самаях пысăк-и?

— Вĕсене танлаштарнă, тĕпченĕ май пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхĕ çурмалла иккенне палăртатăп. Чĕлхе хăйне евĕрлĕхĕ упранса юлни чăваш чĕлхине сум кÿрет. Анчах чăваш чĕлхине ЮНЕСКО вилсе пыраканнисен шутне кĕртнĕ. Чăваш тата ытти халăх çыннисем паян вырăсларах калаçасшăн. Ку ятарласа туни мар, глобализаци витĕмĕ.

— Эпир чăваш чĕлхи пуян теме хăнăхнă. Чăнахах пуян-и тăван чĕлхемĕр?

— Чăваш чĕлхи калама çук пуян, калама çук илемлĕ, калама çук тарăн, асамлă та çепĕç. Хăш халăхăн çавăн пек пуян, 17 томлă словарь пур?

— Эсир мĕншĕн вырăс уйрăмне вĕренме кайнă?

— Эпĕ çуралса ÿснĕ Нурăс салинче вырăссем те, чăвашсем те пурăнаççĕ. Манăн аттепе анне — чăвашсем. Мана вĕсем мĕн пĕчĕкрен вырăсла та, чăвашла та калаçтарнă. Килте тата шкулта эпир вырăсла пупленĕ, кукамайпа тата асаннепе чăвашла сăмахланă. Вĕсем иккĕшĕ те вырăсла пĕлмен. Кукамай — Вăрнар районĕнчи Катăшра, асанне Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Янташра пурăнатчĕç. Вĕсем патне канмалли кунсенче çÿреттĕмĕр. Эпĕ икĕ чĕлхене те пĕр пекех юрататтăм, пĕрешкелех хисеплеттĕм. Вырăс филологийĕн уйрăмне суйланине шăпа çапларах килсе тухнă темелле-ши? 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне вырăс чĕлхипе республика шайĕнче ирттернĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Вĕренме кĕнĕ чухне мана тÿрех «5» паллă лартса панă. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕрен вырăс уйрăмне çăмăллăнах кĕтĕм. Университета хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. 1996 çулта мана Геннадий Корнилов профессор кафедрăра юлма сĕнчĕ те — килĕшрĕм. Паянхи кунчченех кунта эпĕ. Вырăс филологийĕн уйрăмĕн студенчĕсене вырăс чĕлхипе тата литературипе çыхăннă тĕрлĕ дисциплинăна вĕрентетĕп. Чăваш чĕлхи — манăн чĕре юратăвĕ, манăн пурнăç юратăвĕ. Хамăн мĕн пур пушă вăхăта ăна халаллатăп. Манăн икĕ хĕр. Валерийăпа Марийăна чăвашла та, вырăсла та калаçтаратăп.

— Малашне мĕн тĕпчесшĕн?

— Малашне тĕнче сăнарĕ чĕлхере епле сăнарланнине, калăпланнине тĕпчесшĕн. Ку, ахăртнех, ĕмĕрĕпех тăсăлакан ĕç пулĕ. Мĕншĕн икĕ чĕлхене танлаштарса тĕпчетĕп тетĕр-и? Пĕр чĕлхене кăна тишкерсен уйрăмлăхсене туллин тупса палăртма çук. Çавăнпа малашне те танлаштарса ĕçлесшĕн. Хальлĕхе манăн мĕн пур ĕç лексика шайĕнче, пурăна киле грамматика категорийĕсене те пăхса тухасшăн. Çулсем иртнĕçемĕн вырăс тата чăваш чĕлхисем мĕнле улшăнса пынине те çанă тавăрсах тишкересшĕн.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.